Упи ял хутлахӗнче «Асăну çурти» акци иртрӗ
Çӗртме уйăхӗн 21-мӗшӗнче, Упири салтак-хӳтӗлевçӗ палăк умӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа 84 çул çитнине халалланă «Асăну çурти» акци иртрӗ.
Çумăр çунине пăхмасăрах вăрçă хирӗнчен таврăнайман ентешсене çурта çутса асăнчӗç. Тӳпе те макăрать. Шăп çак кун тăванӗсене вăрçа ăсатнă амăшӗсем куççульпе йӗнӗнех туйăнчӗ. Хăш-пӗрисем ывăл-хӗрне каялла киле сывă таврăнасса кӗтсе те илеймен-çке.
Упи ял хутлăхӗнче пурăнакансем, учреждени ӗçченӗсем, вӗренекенсем Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи çулӗсенче вилнисене асăнса çурта çутрӗç, пӗр минута шăпланса тăчӗç.
1418 кун тăсăлнă Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинчен, Упи ял тăрăхӗнче вырнаçнă ялпа паççулкасенчен – 1195 çын каялла çапăçу хирӗнчен таврăнман, хăшӗсем хыпарсăр çухалнă.
Паттăрсен умӗнче пысăк парăмра пулнине асра тытса вӗсен ячӗсене пирӗн ӗмӗрех чӗрере тытасчӗ, мирлӗ та канлӗ пурнăçа упрама тата хаклама пӗлесчӗ. Çӗр çинче яланах тăнăçлăхпа килӗшӳ хуçалантăр.
Юрий Адъютантов.
Çӗпрел районӗ, Çӗнӗ Упи ялӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев