Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

УПРĂР ХĂВĂРА, ТИМЛӖР АЧĂРСЕНЕ

Октябрӗн 10-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери психика сывлăхӗн кунӗ

 

 

 

Çулталăк вăхăчӗсем улшăннă чух психика чирӗсемпе аптракансем хăйсене уйрăмах япăх туяççӗ. Кун çинчен эпир пурте илтнӗ, вуланă, хăшӗсене ун пек çынсемпе тӗл пулма та тивнӗ. Юлашки çулсенче лару-тăру çивӗчленсе пыни те никамшăн та вăрттăнлăх мар, пирӗн тăрăхра, çӗршывра кăна мар, тӗнчипех. Çакăн сăлтавӗ çинчен ытларикун «Татар-информ» информаци агентстви йӗркеленӗ пресс-конференцире Хусанти В.М.Бехтерев ячӗллӗ Республика клиника психиатри больницин ӗçченӗсем Р.Р.Гарипов психиатр тата Ю.А.Калмыков медицина ăслăлăхӗсен кандидачӗ, врач-психотерапевт каласа пачӗç.

Суицидсем тăтăшланни, суицидла хăтланусем (шухăшӗсем, хăйӗн пурнăçне татма хăтланнисем)  час-час тӗл пулнине çирӗплетрӗç вӗсем. Хусанта çакăн пек шухăшсемпе аптракансене, чире кайса канăçсăрланакансене шăнкăравласа пулăшу илме ятарлă телефон талăкӗпех ӗçлет. 8(843)279-55-80 номерпе шăнкăравласа калаçма пулать ӗçченсемпе. 

Тӗрлӗ социаллă сетьсенче хыпарсем, уйрăмах негативлисем, нумаййи пулăмсем ӳснин сăлтавӗсенчен пӗри пулса тăрать тесе ăнлантарчӗç психиатрсем. Пӗр сăмахпа – социаллă сетьсенче, интернетра çыракан усал хыпарсене вуламасан çыннăн психика сывлăхӗ самай çирӗпрех пулать.  Тата тепӗр сăлтав – юнпа куçакан ăруран ăрăва  пыракан чирсем пулса тăраççӗ. Ăс-тăна арпаштаракан препаратсемпе, наркотиксемпе тӗлсӗр усă курни те психикăна ӗмӗрлӗхе амантма пултарать. Çавăнпа клиника больницинче тăрăшакансем чи малтанах ашшӗ-амăшне чӗнсе калаççӗ: çемьери лару-тăру çитӗнекен ачашăн лăпкă, ырă пулмалла. Ача хăйне яланхи пек евӗк, уçă кăмăллă тытмасть-тӗк, интересленмелле, мӗн пулса иртет унăн кăмăлӗпе. Вӗренӳре ӗлкӗрсе пыма хăтăракан ашшӗ-амăшне те ывăлӗ-хӗрӗпе çемçерех пулма ыйтаççӗ психиатрсем. Çине тăрса пусахласа ăса илме хӗтӗртни пулăшманнипе ачана «кахал, наян» сăмах çыпăçтармалла мар. Чăн сăлтавне пӗлме тăрăшмалла, мӗншӗн хапăл туса йышăнмасть ашшӗ-амăшӗн хушăвӗсене. Аслисем фанатла çине тăнине пула çамрăкăн депресси пуçланас хăрушлăх та пур. Енчен те çемьере ачан кăмăлӗ тăруках улшăннине асăрхасан специалистсенчен пулăшу ыйтма вăтанмалла мар, учета тăратӗç тесе хăраса ларнă вăхăтра чир шала кайма пултарать.

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье