Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ҪУРХИ «АСАИЛӲ ВАХТИ» ШАЙӖНЧЕ ТУТАРСТАНРИ ШЫРАВ ОТРЯЧӖСЕМ ХӖРЛӖ ҪАРТИ 190 САЛТАКӐН ВИЛЛИНЕ ТУПНӐ

«Асаилӳ вахтин» ҫурхи тапхӑрне Тутарстан республикин 13 районӗнчен 296 ҫын хутшӑннӑ

Ҫурхи тапхӑрта Тутарстан шыравҫисем 190 Хӗрлӗ Ҫар салтакӑн виллисене тупса ҫӗнӗрен пытарнӑ. Ҫурхи шырав ӗҫӗсем Регионсем Хушшинчи "Любань" шырав экспедици шайӗнче тата Волгоград, Тверь, Чулхула облаҫӗсенче иртнӗ.

""Асаилӳ вахтин" тӗп тӗллевӗсенчен пӗри - боецсем кам пулнине пӗлесси. Пирӗн ДНК-идентификацийӗпе проект пур, эпир медальон даннӑйӗсене ҫирӗплетме материалсем пухатпӑр", - палӑртрӗ "Отечество" регионти обществӑлла ҫамрӑксен организацин канашӗн председателӗ Александр
Коноплев ИА "Татар-информри" пресс-конференци вӑхӑтӗнче.

Регионсем Хушшинчи "Любань" шырав экспедицин пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Тутарстан шыравҫисем 62 Хӗрлӗ Ҫар салтакӗн виллисене тупнӑ. Медальонсенчи информаци пулӑшнипе 8 салтакӑн ячӗсене тупнӑ. 

Татар-информ ИА сӑнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев