Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вăйлă сивӗсене пула Хусанти парксенчи уяв мероприятийӗсене ирттерме чарнă

Вӗсем Тутарстанăн шӗкӗр хулинчи ятарлă вырăнсенче кăрлачăн 7-8-мӗшӗсенче иртмеллеччӗ. Маларах планланă мӗн пур мероприяти тепӗр эрнене куçать.

«Каярах эпир хăш-пӗр пулăмсене хăçан ирттерессине пӗлтерӗпӗр. Ку вăл «Хура кӳлӗ» паркри кино кăтартасси тата хор, Саид-Галиев ячӗллӗ Культура керменӗ çумӗнчи паркра уçăлса çӳресси, Горки-Ометьево вăрманӗнче радиопультлă машинăсемпе ăмăртасси», – тесе пӗлтернӗ Хусанти парксемпе скверсен дирекцийӗнче. Çавăн пекех кану йӗркелекенсем хусансене ăшăрах тумланма чӗнсе каланă. 
Паян кăнтăрла Хусанта -27 градус. Палăртса хăвармалла, ТР Гидрометцентрӗн прогнозӗ тăрăх, Тутарстанра çитес эрнере те ăшăрах пулмасть. Тӳнтерле, кăрлачăн 7-10-мӗшӗсенче каçхи температурăсем -25 градусран пуçласа -32 таран анаççӗ. Вырăнӗ-вырăнӗпе сывлăш температури -37 градуса çитет. 

Вăйлă сивӗсене пула Çырчаллипе Элметре те, Анат Камăпа Пăвара та Раштава халалланă уяв мероприятийӗсене урăх вăхăта куçарнă. 

Константин Малышев сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев