Вакцинаци пуҫлӑхран пуҫланать
Çӗнӗ хыпарсем

Вакцинаци пуҫлӑхран пуҫланать

Вакцинаци иртсе эпир тӗп-тӗрӗс тӑватпӑр. Хамӑра, тӑвансене, ҫывӑх ҫынсемпе ӗҫтешсене хӑрушлӑхран сыхлатпӑр

 Ҫырчалли Мэрӗ Наиль Магдеев Covid-19-тан прививка тутарнӑ

Вакцинаци хула Ӗҫтӑвкомӗн медицина кабинетӗнче иртнӗ. Унта Наиль Магдеев "Спутник V" вакцинӑн пӗрремӗш компонентне тутарнӑ. Вакцинаци умӗн вӑл кӑнтӑрлахи стационар заведующийӗнчен Вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗн гериатр-врӑчӗнчен Фарида Шарифуллинӑран консультаци илнӗ тата медосмотр иртнӗ. 

"Ку чухне вакцинаци иртсе эпир тӗп-тӗрӗс тӑватпӑр. Хамӑра, тӑвансене, ҫывӑх ҫынсемпе ӗҫтешсене хӑрушлӑхран сыхлатпӑр. Эпир ҫак хӑрушӑ чире саракансем пулманни те паха. Ку питӗ пӗлтерӗшлӗ", – тенӗ хула пуҫлӑхӗ.


Нет комментариев