Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Валентина Тарават ертсе пыракан ансамбль «Обломовкăри туйра» çӗнтернӗ

Ульяновскра нумай пулмасть туй йăли-йӗркисен пӗтӗм çӗршыври «Обломовкăри туй» III конкурс-фестивалӗ вӗçленнӗ. Раççей халăхӗсен культура еткерлӗхӗн çулталăкӗн шайӗнче иртнӗ конкурс-фестивалӗн финалне хутшăнма конкурсантсем çӗршывăн 8 регионӗнчен килсе çитнӗ. Çак фестивальте Чăнлăри «Шанăç» халăх ансамблӗ чăваш туйӗн пӗр сыпăкне – хӗр вăрланине – кăтартса «Халăх юррин ансамблӗсем» номинацире I степеньлӗ Диплома тивӗçсе лауреат пулса тăнă.

Пирӗн ентешӗмӗр, паллă çыравçă тата поэтесса Валентина Николаевна Тарават ертсе пыракан коллектив çамрăк-ха, 12 çулта.

– Ку çитӗнӳ патне тухма пулăшнă çынсене чӗререн тав тăватăп. Ульяновск облаçӗнчи ЧНКАн Чăнлă районӗнчи уйрăмӗн ертӳçине Анатолий Узикова «Шанăç» хреснашшӗ темелле, вăл пирӗн коллектив ури çине тăтăр, аталантăр, çӗнӗ тумпа çӳретӗр тесе нумай тăрăшрӗ. Аслă Нагаткинăри вăтам шкул администрацине пире шаннăшăн, Культура çурчӗн директорне Иван Сидорова коллектива хăй çунатти айне илнӗшӗн тав. Пухтел чăвашне, пирӗн хисеплӗ баяниста Николай Мускина 10 çул каялла пуçласа килнӗшӗн, йышпа юлнăшăн чыс та хисеп. Пӗрле юрлакансемпе эпир пӗр çемье пекех паян. Хамăр ӗçри чи пӗлтерӗшли вара – хальхи вăхăтра шкулсене, тӗрлӗ фестивальсене тухса çӳресе çамрăк ăрăва халăх йăли-йӗркине ăса хывма вӗрентни. Эпир чăваш халăх сăмахлăхне аталантармасан, сыхласа хăварассипе ӗçлемесен – кам тăвӗ çакна? Ку пирӗн тивӗç, – тет коллектив ертӳçи  Валентина Тарават. 

Александра РОМАНОВА.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль