Варкăшçăсемпе хавхалануçăсем – пикникре
Халӗ вӗсем икӗ уйăхлăха каникула каяççӗ
Чăваш наци библиотеки çумӗнчи «Варкăш» литература клубне çӳрекенсем çулталăк тăршшӗпех чăваш çыравçисен кӗнекисене вуласа сӳтсе яваççӗ. 2023 çултанпа вара çӗртме уйăхӗнче варкăшçăсем литература пикникӗ ирттереççӗ те икӗ уйăхлăха каникула каяççӗ. Кăçал та ку йăларан пăрăнас темерӗç – çанталăк çиллӗ те сулхăн пулнине пăхмасăр библиотекăн картишӗнче пуçтарăнчӗç. Хальхинче вӗсемпе пӗрле поэзие юратакансен «Хавхалану» клубӗн хастарӗсем те пулчӗç.
«Чăваш кӗнеки» центрӗн ӗçченӗсем тăрăшнипе ешӗл лапам чăн-чăн уяв шилӗкне çаврăнчӗ тесен те юрать. Кукăль-икерчи, пылак çимӗçӗ, улми-çырли сӗтел ури авăнмалăх та пур. Хăнисем савăк кăмăллă, кашниех юрă-сăвă хатӗрлесе килнӗ. Елчӗк тăрăхӗнче пурăнакан Ирӗк Килтӗш (Валерий Краснов) ӳнерçӗ тата сăвăç, пӗлтӗрхи пекех, литература улахӗнчен юлас мар тесе ирхи виççӗре тăрса тухнă ялтан. Ун яланхи çулташӗ те юлташӗ – гитара. Тӗлпулăва Валерий Алексеевич «Варкăш» литература клубӗн гимнӗпе уçрӗ: хăй çырса кӗвӗленӗ мухтав юррине гитара каласа шăрантарчӗ. Варкăшçăсемпе хавхалануçăсем те пӗрле юрларӗç. Ирӗк Килтӗшӗн «Така вăрçи», «Çăкăр – ылтăн пек» юррисене вара тарăн шухăшлăн итлесе ларчӗç.
Поэтсемпе прозаиксем, редакторсемпе библиотекарьсем, артистсемпе юрăçсем вăйă картине те тăчӗç, чăваш халăх сăмахлăхне аса илчӗç. Альбина Юрату поэт, сакăр çӗр ытла юрă тексчӗн авторӗ, «Тăван ял», «Санпа сывлатăп» сăввисене янраттарчӗ. Нина Изедеркина çырнă сăвăсемпе те композиторсем чылай юрă кӗвӗленӗ, пикникре вăл хăйӗн пӗрремӗш сăввине («Астумастăп…») тата «Этем…» хайлавне вуларӗ. Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ артистки Надежда Кириллова тата Юлия Дмитриева педагог чăваш халăх юррисене шăрантарчӗç. Галина Кӗмӗл сăвăç çамрăклăх ытамне путма хистерӗ. Лидия Сарине пӗрре ачалăх темине, тепре юрату лирикине тимлӗх уйăрчӗ. Ольга Австрийская «Сунăм» хайлавӗпе паллаштарчӗ.
Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ Геннадий Кириллов тăрăшнипе пухăннисем Çӗрпӳ пасарӗнче пулса курчӗç тесен те тӗрӗс – вăл Николай Шелепин «Çӗрпӳ пасарӗ» поэмине хăпартлансах вуларӗ. Шӳтлӗ самантсенче ахăлтатсах кулчӗç улахçăсем. Республика кунӗ çывхарса килнӗ май Чăваш кӗнеке издательствин директорӗн – тӗп редакторӗн çумӗ Ольга Федорова Александр Алкан «Юрататăп сана, çӗрӗм-шывăм…» сăввипе килентерчӗ.
Пикникре, паллах, варкăшçăсемпе хавхалануçăсем тутлă апат-çимӗçпе сăйланчӗç, чей ӗçсе ăшăнчӗç. Ирӗк Килтӗшпе пӗрле паянхи яла «çитсе» чăваш рок-н-ролӗпе ташларӗç. Çумăр вӗтӗртетни те хăратмарӗ. Уяв вӗçӗнче пурте тепӗр хут вăйă картине тăрса çаврăнчӗç.
Ольга ИВАНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев