Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вăрман хуçалăхĕсен техники çĕнелет

Юлашки пилĕк çулта ТР Вӑрман хуҫалӑхӗн министерствин ведомство учрежденийӗсен техника паркӗсенче 110 техника тата 909 оборудовани хушӑннӑ. Ҫакна «Экологи» наци проекчӗн «Тутарстан Республикинчи вӑрмансене сыхласа хӑварасси» регионти проекчĕ пурнӑҫа кӗртме пулăшнă.

ТР Вӑрман хуҫалӑхӗн министерствин пурлӑх, техника аталанӑвӗн тата ӗҫ сыхлавӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ Нияз Имамиев каласа панӑ тӑрӑх, пĕтĕме 5 ҫулта ведомство учрежденийӗсем валли федераци бюджетӗнчен 265,8 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Çак укçапа пушар автоцистернисем, бульдозерсем, тракторсем, квадроциклсем, прицеплӑ пушар модулӗсем, воздуходувсем, вӑрман лартмалли хатĕрсем тата ыттине те туяннă.

«Тутарстан Республикинчи вӑрмансене сыхласа хӑварасси» регионти проекта пурнӑҫлани вӑрмансене ҫӗнетме тата вĕсене пушарсенчен сыхлама пулăшать. Техника паркне çĕнетесси вĕçленмен-ха,— хушса хăварнă Нияз Имамиев.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: лесничество