Вăрмана кӗме юрамасть
Çӗнӗ хыпарсем

Вăрмана кӗме юрамасть

ТР Гидрометцентрӗ сентябрӗн 8-мӗшӗнчен тытăнса 17-мӗшӗччен республика вăрманӗсенче пушар тухас хăрушлăх пысăккипе (4-мӗш класли) граждансене пур-çукшăнах вăрмана каймалла маррине асăрхаттарать.

Çак вăхăтра хырлăхсенче, каснă вăрман тӗлӗсенче, торфлă, шурлăхлă вырăнсенче, типнӗ курăк çинче тата йывăçсен айӗнче кăвайт чӗртме, шăрпăк тата пирус тӗпне, çунтармалли-сӗрмелли япаласемпе вараланнă пусма-тавар татăкӗсене пăрахма юрамасть.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 


Нет комментариев