Вăрманти хăрăк йывăçшăн малашне тӳлемелле мар
2019 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанри вăрмансенче çӗрте йăваланакан хăрăк йывăç-турата халăха тӳлевсӗрех пуçтарма ирӗк парасшăн.
Вăрман çывăхӗнче пурăнакансем суйма памаççӗ: 2007 çулччен вăрмансем тирпейлӗрехчӗ. Хальхи пек ăçта килчӗ унта хăрăк йывăç-турат йăваланмастчӗ. Сăлтавӗ – 2007 çулта Вăрман кодексне кӗнӗ улшăнусене пула халăха вăрмансенче хăрăк-турата тӳлевсӗр пуçтарма чарчӗç. Çапла майпа патшалăх пуйма шутларӗ-тӗр, анчах та хăрăк-туратшăнах укçа тӳлеме те, кирлӗ хутсем пуçтарса нуша курма та килӗшмерӗ халăх тата ялсене газ кӗнипе вутти те ӗлӗкхи чухлех кирлӗ мар. Çавăнпа сутса çӳрекенсенчен татса çурнă хатӗр вутта туянма тăрăшаççӗ çынсем халь. Эппин, кама усă пачӗ-ха ку чару? Хăрăк йывăç-турат сутса нумай тупăш курчӗ-и патшалăх? Паллах çук, сиенӗ вара калама çук пысăк: хăш-пӗр вăрмана машина-тракторпа мар, çуран та кӗме çук халӗ, хăрăк йывăçсем ăçта килчӗ унта, çав шутра çулсем çине те, йăваннă. Çакă пушар тухас хăрушлăха темиçе хут ӳстерчӗ, чи хăрушши – хурт-кăпшанкă, кирлӗ мар кăмпа ӗрченипе вăрман чирлет.
Шăпах çак тӗллевпе 2019 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанри вăрмансенче йăваланакан хăрăк йывăç-турата халăха тӳлевсӗрех пуçтарма ирӗк пама йышăнни çинчен пӗлтернӗ ТР Вăрман хуçалăх министрӗн пӗрремӗш çумӗ Эмир Бедертдинов ӗнер иртнӗ ларура.
«Вăрмансен санитари лару-тăрăвӗ япăхланнине, пушар хăрушсăрлăхне ӳстернине кура вăрмансене тасатмалла. Граждансем çитес çултан вăрманти хăрăк йывăç-турата тӳлевсӗрех пуçтарма пултараççӗ», – тенӗ вăл кун пирки. Чăн та, сăмах кунта типсе е çил-тăвăлпа ӳксе çӗрте йăваланакан хăрăк йывăç пирки кăна пырать. Тӗпрен касакансене, тăкак 5 пин тенкӗрен иртет пулсан, унчченхи пекех уголовнăй явап тыттараççӗ. (М.Захаров сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев