«Василёк» ача сачӗн пӗчӗк шăпăрланӗсем фронта пулăшаççӗ
Ульяновск облаçӗнчи Чертаклă районӗнчи Октябрьски поселокӗнчи «Василёк» ача садӗнче нумай çул ӗçлекен Марина Константиновна Николаева «Рубеж» çар ветеранӗсен регионсен хушшинчи обществăлла организацийӗн «За содействие СВО» медальне тивӗçрӗ. Наградăпа организацин Ульяновск хулипе облаçӗн уйрăмӗн председателӗ Владимир Егорович Ярухин Ульяновскри Винновская ращинче иртнӗ Акатуйра чысларӗ.
Марина Константиновна пирӗн ентеш, Пăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗ ялӗнче çуралса ӳснӗ. Халӗ çемйипе Ульяновск облаçӗнчи Октябрьски поселокӗнче пурăнать. Хăйӗн «Дельфинчик» ушкăнӗнчи ачасемпе (халӗ унта 20 ача çӳрет) СВОри салтаксене гуманитари пулăшăвӗ пухассине йӗркеленӗ. Кашнинчех апат-çимӗç, нуски, алшăлли, гигиена хатӗрӗсем тата водород перекисӗ, зеленка пек медицина препарачӗсем тултарнă 8-10-шар коробкăна гуманитари пулăшăвӗ пухакан пункта леçеççӗ.
– Ятарлă çар операцийӗ пуçланнă кунранах хамăр атьсемшӗн çав тери хытă пăшăрханатăп. Çавăн чухнех вӗсене пулăшма хама сăмах патăм. Волонтерсен телефон номерӗ те çукчӗ, «Канаш» хаçатра ӗçлекен Елена Алексеева журналисткăран илтӗм, – ырă ӗçе пуçăнма мӗн хистенин сăлтавне пӗлтерчӗ ентешӗмӗр.
Çирӗпленнӗ хăйсен йăли те пур ку ушкăнăн. Ачасемпе салтаксем валли Çӗнӗ çул парни хатӗрлеççӗ вӗсем. 50-шар штук пысăках мар хутаç туянса шоколад тата ытти пылак çимӗçсӗр пуçне ятарласах пӗчӗк чăрăш тата ачасен ӳкерчӗкӗсене чиксе яраççӗ. Ача-пăча тӗнчин ăшă саламне çитерсе сивӗ окопри хамăрăн салтаксен кăмăлӗсене çӗклеççӗ çапла.

Марина Николаева ытларах хăй ятӗнчен пулăшу парать. Пысăках мар ӗç укçинчен кашни уйăхра салтаксем валли пай кăларать. Хăш чух 3000, тепрехинче 5000, хăш чух 500-шер тенкӗ. Хăçан мӗнле май килет.
– Миллионӗпех параймастăп, майпен-майпен кăна пулăшса пыратăп, – пӗлтерчӗ Марина Константиновна пирӗнпе çыхăнсан кун пирки.
Тӗрӗссипе, волонтер ӗçне çемйипех хутшăнаççӗ Николаевсем.
– Икӗ ывăл ман, Алексейпе Женя, кӗçӗнни Мускавра пурăнать, иккӗшӗ те пулăшаççӗ. Хăш чухне укçа кирлӗ-тӗк, ачасене шăнкăравлатăп. Вӗсем мана ярса параççӗ, эпӗ волонтерсене куçаратăп. Яла кайсан анне Валентина Николаевна Андреева ăшă нускисем çыхса хурать: «Эпир кунта ăшă çӗрте, вӗсем сивӗре», – тет вара. Владимир Егорович Ярухина пысăк тав, гуманитаркăна фронта илсе каять. Эпир унпа ялан çыхăнура. Хăш чух салтаксем валли витре-и унта е ытти вак-тӗвек кирлӗ-тӗк – шăнкăравлать. Мӗн кирлин списокне ярать. Е туянса, е укçа куçарса паратăп. Кашни пуса ăçта янине отчет туса ярать вара хăй. Ман пата çӳрекен ачасен ашшӗ-амăшӗсем, садик сотрудникӗсем пӗрре те пулăшмасăр юлмаççӗ. Мăшăр Виктор Михайлович (Шăмăршă районӗнчи Чаткас ялӗнче çуралса ӳснӗ), нумай чухне аслă ывăл Алексей, пухăннă гуманитари пулăшăвне транспортпа Ульяновска леçсе тăраççӗ, – каласа парать Марина Константиновна.
Ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа тăваттăмӗш çул пырсан та ентешӗмӗр ку ырă ӗçе пăрахасси пирки шутламасть те, мӗншӗн тесен ун патне çӳрекен ачасен ашшӗсем фронтра. Кун пек чух салтака япалинчен ытла ăна шанни, килте куç пек кӗтекенсем пурри тӗрев парать.
М.Николаеван çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев