Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ватăсем валли усрав çемье

2019 çултан республикăри кашни районта ватăсем валли усрав çемьесем пулаççӗ. Ватăсене хӳтлӗхе тăванӗсемпе пӗлӗшӗсем,  пӗр ял çыннисем илме пултараççӗ.

 Пăхаканӗсемсӗр юлнă ватăсен кăçалтан ваттисен çуртӗнче кăна мар, çемьесенче те хӳтлӗх тупма май пур.  2019 çултан республикăри кашни районта ватăсем валли усрав çемьесем пулӗç. Кун çинчен ТР ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова çак  кунсенче «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ. Сăмах май, ку проект республикăра 2017 çултанпа ӗçлет. Çак вăхăтра 33 районта 36 ватă çын ( 14-шӗ 1-мӗш,  11-шӗ – 2-мӗш, 4-шӗ –3-мӗш ушкăнсенчи инвалидсем, 7-шӗ пенсионер) усрав çемьесенче хӳтлӗх тупнă. 

Ватăсене хӳтлӗхе тăванӗсемпе пӗлӗшӗсем,  пӗр ял çыннисем илме пултараççӗ. Пăхнăшăн  вӗсене (ватă çыннăн сывлăхне кура) уйăхне 4-8-шер пин тенкӗ тӳлеççӗ.  (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество