Иртнӗ эрнере Хусанта А. М. Горькийпе Ф. И. Шаляпин ячӗллӗ музейре «Вперёд в СССР! Культура в повседневности» курав ӗçлеме пуçларӗ.
Курава уçни
Пит пысăк мар пӳлӗмре Совет Союзӗн историне йӗркеленнӗренпе саланса кайиччен пулса иртнине çынсем куллен усă курнă япаласем урлă, çӗршыври пысăк пулăмсем çинчен калакан паллăсем витӗр кăтартса парать экспозици. Курава уçнă чух ТР Наци музейӗн генеральнăй директорӗ Айрат Шамильевич Файзрахманов «Вперёд в СССР! Культура в повседневности» Совет Союзӗн вăхăчӗпе çыхăннă куравсенчен пӗри пулса тăнине пӗлтерчӗ. Музей ӗçченӗсем халь ку темăна анлăлатассипе малалла ӗçлеççӗ.
ТР вырăс наципе культура пӗрлешӗвӗн правлени председателӗн çумӗ Вячеслав Никифоров хăйӗн сăмахӗнче курав чи малтанах çулланнисемшӗн, 70 çултан иртнисемшӗн, савăнăçлă пулăм пулнине палăртрӗ: «Совет Союзӗнче çуралса çитӗннӗ, экспонатсемпе нумайăшӗпе усă курнă, ачалăхпа, çамрăклăхпа çыхăннă ырă асаилӳсем вăратаççӗ вӗсем».
Тухса калаçакансем СССР вăхăтӗнче япаласене çеç мар, вăл вăхăтри хутшăнусен ырă енӗсене те аса илчӗç, хальхи вăхăтра час-часах çынсене меркантильлӗ шухăшсем, теприн шучӗпе укçа ӗçлесе илесси интереслентернине асăрхарӗç.
Çав вăхăтрах халь пулса иртекен çӗнӗлӗхсем пурнăçа, астăвăма туллинрех тума май панине те пытармарӗç. Хусан патшалăх культура институчӗн преподавателӗ Мадина Махмутова Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче СССР Геройӗ ята тивӗçнӗ аслашшӗ çинчен пит темех пӗлмен иккен, вăрçă çинчен, çапăçусем çинчен каласа пама юратман вăл. Нумай пулмасть ИИ пулăшнипе аслашшӗн биографийӗпе çӗнӗрен паллашнине, çӗршыв Геройӗн ятне вăрçă хирӗнчен 55 аманнă салтака йăтса тухнипе тивӗçнине пӗлнӗ мăнукӗ. Аслашшӗн авторитечӗ мăнукӗ умӗнче тата та ӳснӗ.

Кашни тапхăрăн хăйӗн историйӗ
Музей ертӳçи Марианна Гаврилова «Вперёд в СССР! Культура в повседневности» экспозици авторӗпе, М.Горький ячӗллӗ музей сотрудникӗпе Александр Беловпа паллаштарчӗ. Вăл çулӗсемпе çамрăк пулин те ку тема ăна кăсăк пулни курăнать. Экспонатсене музей фондӗнчен, уйрăм çынсенчен, Хусан хулин музей комплексӗнчен пуçтарса ултă темăпа йӗркеленӗ: «Çӗнӗ пурнăç»; «Хастарлăх тата çӗнтерӳ»; «Самана çемçелнӗ вăхăт» («Оттепель»); «Коммунистла общество»; «Комсомол стройкисем»; «Тепре тӗл пуличчен, ачаш Мишка!».
Кашни блока вăл е ку темăпа çыхăннă япаласен инсталляцийӗ кăтартса парать. Сăнӳкерчӗксем, плакатсем, 15 республика гербне ӳкернӗ СССР ялавӗ, М.Горький ячӗллӗ музее 1941 çултанпа 40 çула яхăн ертсе пынă Мария Елизарован 1950-мӗш çулсенчи тумне те тăратнă курава, Çырчалли (ун чухне Брежнев хули- Т.В.) пуçланса кайнине свидетельсем каласа панипе çеç мар, «КамАЗ» строителӗн спецовки те çирӗплетсе парать.
Экспозицие «Тепре тӗл пуличчен, ачаш Мишка!» блок вӗçлет – 1980-мӗш çулсем. Владимир Высоцкин винил пластинки-гиганчӗ, XII Пӗтӗм тӗнчери çамрăксемпе студентсен фестивалӗн финалӗ, журнал сӗтелӗ çинчи гитара, Виктор Цой портречӗ.
Апла пулин те пăнчă лартас килмест кăларăм айне, кӗçех СССР тематикине малалла тăсакан тепӗр интереслӗ курав пуласса кӗтетпӗр.
Курав 2026 çулхи ноябрӗн 30-мӗшӗччен ӗçлет, М.Горький урамӗнчи 10-мӗш çурт.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Нет комментариев