Вăхăтра тӳлеменнипе хваттерсӗр юлнă
Нурлат районӗн сучӗ Тутарстан Республикин Раисӗ çумӗнчи Патшалăх çурт-йӗр фончӗ килӗшӗве пăрахăçлани, пурăнмалли çурт-йӗрпе усă курас правăн вăхăчӗ иртни, кунта пурăннăшăн тӳлев шыраса илесси пирки тăратнă тавăçа тивӗçтернӗ.
Çак ӗçӗн материалӗсенчен паллă пулнă тăрăх, Фонд явап тытакансемпе социаллă ипотека килӗшӗвӗ тунă та унпа килӗшӳллӗн вӗсене хваттер панă. Анчах та явап тытакансем килӗшӳре палăртнине пурнăçламан. Маларах суд урлă вӗсенчен парăма шыраса илмелле тунă. Кăна та пурнăçламан иккен вӗсем.
Раççей Федерацийӗн Конституцийӗн 40-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пирӗн çӗршывра кашни çыннăн пурăнмалли çурт-йӗр пулмалла. Сăлтавсăр никама та çурт-йӗрсӗр хăварма ирӗк çук. Явап тытакансем те çапла шутланă ахăр. Анчах та вӗсен хваттере Патшалăх çурт-йӗр фондӗнчен тӳлесе илмелле пулнă çке-ха. Хваттер хакне пӗтӗмпех тӳлесе татсан кăна вăл вӗсен шутланма пултарнă.
Вăхăтра тӳлесе пыманнипе явап тытакансем хваттерсӗр те, социаллă ипотека килӗшӗвӗ тунă чух хывнă задаток укçисӗр те тăрса юлнă.
Динара МИННЕХАНОВА,
Нурлат район сучӗн суд ларăвӗн секретарӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев