Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вӗçен кайăксем валли – сырăшсем

Акцие хутшăнма ачасем маларахах хатӗрленнӗ. Кам-тăр хăй тӗллӗнех сырăш ăсталанă, кама-тăр аслисем пулăшнă. Кайăксем валли кăмăлтан ăсталанă пӗчӗк «пӳртсем» таçтан аякран курăнаççӗ.

Кӗркунне вӗçӗпе хӗл пуçламăшӗ — кăнтăр енне хӗл каçма кайман вӗçен кайăксем пирки шутламалли, вӗсене пулăшу памалли вăхăт. Вӗсене çак вăхăтра çутçанталăкра апат тупса çиме питӗ йывăр. 
Вӗçен кайăксем çанталăк сивӗтнине çăмăллăн тӳссе ирттерччӗр тесе республикăри заказниксен ӗçченӗсем ача садне çӳрекен тата шкулта вӗренекен ачасемпе пӗрле сырăшсем туса хатӗрлеççӗ, вӗсене йывăçсем çине çакаççӗ. 
«Зея буйлары» заказникăн ӗçченӗсем ак Пăва районӗнчи Адав-Тулумбаево шкулӗнче вӗренекенсемпе пӗрле «Вӗçен кайăксене хӗлле çитерӗр!» акцие хутшăннă, тесе пӗлтерет Тутарстан Республикин Биоресурссен енӗпе патшалăх комитечӗ. 
Акцие хутшăнма ачасем маларахах хатӗрленнӗ. Кам-тăр хăй тӗллӗнех сырăш ăсталанă, кама-тăр аслисем пулăшнă. Кайăксем валли кăмăлтан ăсталанă пӗчӗк «пӳртсем» таçтан аякран курăнаççӗ. 
Ялсенче пӗчӗк туссемшӗн çапла тăрăшаççӗ. Çак акцие хула çыннисем хутшăнсан та аванччӗ. Вăрмана çул тытатăр пулсан хăвăрпа пӗрле сырăш илме ан манăр. 


ТР Биоресурссен енӗпе патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкрчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев