ВДНХри куравра чăваш туйне кăтартаççӗ
Мускаври ВДНХра «Россия» форум-курав хӗрсех ӗçлет. Унта, тунтикунсемсӗр пуçне, кашни кунах тӗрлӗ регионсен кунӗсем иртеççӗ. Кайса куракансем каланă тăрăх, çын питӗ нумай çӳрет çак вăхăтра çӗршывăн тӗп курав центрне. Кашни регионăнах çынсене мӗнпе тӗлӗнтермелли пурах.
Декабрь пуçламăшӗнче унта Атăлçи тăрăхӗнчи регионсем хăйсемпе паллаштарӗç. Тӗслӗхрен, декабрӗн 1-мӗшӗнче «Россия» курав-форумра Чăваш Республикин, декабрӗн 2-мӗшӗнче — Тутарстан Республикин кунӗсем иртеççӗ.
Чăваш Республикин кунӗнче РФ Патшалăх Думин Туризм тата туристла инфраструктура комитечӗ «Раççейри автотуризм аталанăвӗ: Чăваш Республики тата Атăлçи тăрăхӗнчи регионсем — пилотлă проекта хута ямалли территорисем» темăпа çавра сӗтел ирттерет. Унта туризма 2035 çулччен аталантармалли стратегипе паллаштарӗç. Çавăн пекех «Аслă Атăл çулӗ» проекта пурнăçлассипе килӗшӳ тума та палăртнă.
Чăваш йăлипе йӗркеленӗ туя курма та интереслӗ пулӗ форум-курава пынисене. Чăваш халăх апатне хатӗрлессипе 7 мастер-класс ирттереççӗ кӳршӗсем. Паллах, Чăваш Енри тавар кăларакансен апат-çимӗçне тутанса пăхма та пултарӗç хăнасем. Кун пек мероприяти, паллах, концертсăр иртмест.
Чăваш Республикин курав стенчӗ ВДНХри 75-мӗш павильонра вырнаçнă. Кӳршӗсем хăйсен экспозицине 6 метрлă тухья пек йӗркеленӗ.
Иртнӗ эрне вӗçӗнче ВДНХри курава ЧР Пуçлăхӗ О. А. Николаев та çитсе курнă.
Сăнӳкерчӗк cap.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев