Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вера Кожеманова «Крутушкăра» юрлать

Кунта никам та ахаль куракан кăна пулмасть, тӗрлӗ ăсталăха, çав шутра юрлама-ташлама, пир тӗртме масер-классенче вӗренме пулать.

Йăлана кӗнӗ «Крутушка» Халăхсем хушшинчи этника фестивалӗ августăн 23-26-мӗшӗсенче пулать. Шучӗпе кăçалхи 10-мӗш. Юбилейлă фестивалӗн «прописки» улшăнман. Яланхи пекех Хусан çумӗнчи Крутушка поселокӗнче пулать. Сăмах май, унта 78 -мӗш номерлӗ автобус çӳрет.

Хальхинче те унта Раççейри, тӗнчери этника кӗввисен çăлтăрӗсем, уйрăм юрăçсем, юрă, ташă, театр ушкăнӗсем пӗр сцена çинче хăйсен пултарулăхне кăтартаççӗ. Раççейри, ют çӗршывсенчи ал ăстисем килеççӗ. Çавăнпа та кунта никам та ахаль куракан кăна пулмасть, тӗрлӗ ăсталăха, çав шутра юрлама-ташлама, пир тӗртме масер-классенче вӗренме пулать. Ют хуласенчен, регионсенчен килекенсем валли ятарласа палатка лагерӗ йӗркелеççӗ. Унтах çӗр каçма пулать.

Чăвашсем те хăйсен пултарулăхне кăтартӗç, Çӗпрел районӗнчи Упи тăрăхӗн ал ăсти Наталья Куракина, тӗслӗхрен, ку фестивальтен те пӗрре те юлмасть, кăçал та халăха чăн-чăн пир станӗпе пир тӗртме вӗрентӗ вăл. Ытти чăваш ал ăстисене те курасса шанатпăр.

Сцена çине вара хальхинче çамрăк юрăç, Пӗтӗм Раççейри чăваш юррин «Кӗмӗл сасă – 2018» фестиваль-конкурсӗн çӗнтерӳçи Вера Кожеманова тухать. Хăй пӗлтернӗ тăрăх, шăпах «Кӗмӗл сасăра» юрланă халăх юррине юрлать вăл. Пӗр сăмахпа, юлташсем, айтăр «Куртушкăна»! Ӳкӗнмелле пулмасть. (Сăнӳкерчӗк В. Кожеманован «ВКонтактери» страницинчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль