Виççӗмӗш тапхăр Заинск тата Тукай районӗсен çӗрӗпе иртӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Виççӗмӗш тапхăр Заинск тата Тукай районӗсен çӗрӗпе иртӗ

Анат Камăпа Çырчалли хулисен хӗрринчен иртекен çулăн виççӗмӗш тапхăрӗнче путепровод тума тытăннă

Айккинчен иртекен çул çинче трубопроводсăр пуçне икӗ транспорт развязки тата Челна юханшывӗ урлă кӗпер тăвӗç. Кӗперçӗсем путепровод тума тытăннă ӗнтӗ, вăл Новотроицкое – Комсомолец вырăнти автоçул çийӗн иртӗ.

Свайсенчен фундамент лаптăкне часах туса пӗтереççӗ. Каярах ростверксем хăпартмалла тата арматура çыхса юпасене бетонламалла. Ригельсемпе подферменниксене вырнаçтарнă хыççăн пуçтарăнакан тимӗр бетон блокӗсенчен 12-18 метрлă балкăсем тума тытăнмалла.

Анат Кама тата Çырчалли хӗррипе иртекен автотрасса IБ категориллӗ тăватă полосаллă çултан, 10 кӗпертен, 6 транспорт развязкинчен, 11 путепроводран тăрӗ.    

@tatmediaofficial материалӗсем


Нет комментариев