Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Владимир Путин Минтимер Шаймиева 85 çул тултарнă ятпа саламланă

Паян Хусанта Раççей Федерацийӗн Президенчӗн Администрацийӗн ертӳçин пӗрремӗш çумӗ Сергей Кириенко Тутарстан Республикин Патшалăх канашçи ячӗпе янă çырăва вуласа панă

«Хисеплӗ Минтимер Шарипович! 85 çулхи юбилей ячӗпе саламлатăп. Мӗн пур Сирӗн ӗçӗр-хӗлӗр, пурнăçăр тăван Тутарстанăрпа тачă çыхăннă. Сирӗнпе тӗлпулма е ӗçлеме тӳр килнӗ çынсем – пурте Сирӗн професси тата этем пахалăхӗсене палăртаççӗ, ăс-хакăлăра, ансатлăхăра, пархатарлăхăрпа диалог илсе пыма пӗлнине. Самана улшăннă вăхăтра республикăна ертсе пынă вăхăтра Эсир хăвăр принципăрсенчен пăрăнмасăр утрăр, çав вăхăтрах чи йывăр та кăткăс ыйтусене татса панă чухне виçеллӗ тата конструктивлă йышăнусем тунипе палăртăр. Регионăн социаллă пурнăçӗпе экономика аталанăвне пысăк пай кӗртни, унăн культура, ăс-хакăл йăлисене упрани – Сирӗн обществăри пысăк авторитетăра пирӗн çӗршывра тата та çӳллӗрех çӗклерӗ. Христиан тата мăсăльман палăкӗсене упрас тесе пуçарнă проектăрсем – мир тата килӗшӳ хаклăлăхӗсене çирӗплетес символсем пулса тăчӗç, вӗсемпе Тутарстан мăнаçланать. Сире тата çывăх çыннăрсене сывлăх тата мӗн пур лайăххине сунатăп».

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев