Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Владимир Табак: «Цифрăлла сервиссем çынсене влаçран тата та ытларах ыйтма хистеççӗ»

Унччен пӗр-пӗр ыйту сиксе тухсан хут çырса параттăмăр, çак меслет пурне те тивӗçтермен, паллах. Мӗншӗн тесен çынсем влаçсен енчен ыйтăва татса парасса кӗтнӗ, вӗсене вара стандартлă хурав панă та ӗç нумай чух малалла каяйман. Анчах интернет самани пуçланнăранпа лару-тăру йăлтах улшăнчӗ темелле.

Цифрăллă технологисем патшалăхпа общество хутшăнăвне тӗпрен улăштарчӗç. Çынсем влаçран ытларах ыйтаççӗ халӗ. Çакăн пирки «Волга» эксперт штабӗн ларăвӗнче «Диалог» АНО директорӗн çумӗ Владимир Табак каласа панă.

Унччен пӗр-пӗр ыйту сиксе тухсан хут çырса параттăмăр, çак меслет пурне те тивӗçтермен, паллах. Мӗншӗн тесен çынсем влаçсен енчен ыйтăва татса парасса кӗтнӗ, вӗсене вара стандартлă хурав панă та ӗç нумай чух малалла каяйман. Анчах интернет самани пуçланнăранпа лару-тăру йăлтах улшăнчӗ темелле. «Çынсем социаллă сетьсенче хăйсене хумхантаракан ыйтусемпе çырма пуçларӗç, хурав илессе шанмасăрах. Ыйтăва çапла майпа татса пама тивсен вара wow-эффект пулса иртет. Цифрăлла сервиссем аталанса пыни тата ытларах çул уçать, çынсем влаçрисен тимлӗхне тата та хăвăртрах илме пултараççӗ. Çынсем хăйсен ыйтăвӗсем çине темиçе сехетрен те хурав илеймесен кăмăлсăрланма пуçлаççӗ. Апла-тăк система тӗрӗс ӗçлет», – тенӗ Владимир Табак.

                                                                             

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: цифровая культура