Волонтер-медиксем ялта
Çӗнӗ хыпарсем

Волонтер-медиксем ялта

Пăвари медицина училищин студенчӗсем çак кунсенче «Добро в село» акципе Мещеряково ялӗнчи фельдшерпа акушер пунктӗнче пулнă.

Студент-волонтерсем вырăнти фельдшера пулăшрӗç. Фельдшерпа акушер пунктне килнӗ çынсен ӳт температурине, юн пусăмне виçрӗç, юнри кислород шайне палăртрӗç, чӗрене электрокардиографи турӗç, тесе пӗлтерет Пăва район хаçачӗ.

 «Добро в село» акци пуçласа 2018 çулта иртнӗ, вăл «Сывлăх сыхлав» наци проекчӗн пайӗ. Тӗллевӗ — яллă вырăнсенче пурăнакансене тивӗçлӗ медицина пулăшăвӗ парасси. (Сăнӳкерчӗк Пăва район хаçатӗнчен).


общество

Нет комментариев