Волонтерсем салтаксемшӗн тăван пекех хаклă
Аксусем СВО зонинчи ентешӗсене 47-мӗш хут пысăк пулăшу леçсе панă
Аксу районӗнчи волонтерсем ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешӗмӗрсене еплерех пулăшни пирки эпир хаçатра пӗрре мар çырнă. Нумайăшӗпе «Сувар» хаçат журналисчӗн Ирина Кузьминан «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнекин иртнӗ çулхи декабрь уйăхӗнче Саврăшпуçӗнче иртнӗ хăтлавӗнче курса та калаçрăмăр. Чăннипех те калама çук пысăк ӗç туса пыраççӗ Аксу районӗнчи волонтерсем. Халӗ вӗсем темиçе ушкăна пайланса ӗçлеççӗ пулсан та тӗллевӗ пурин те пӗр – хӳтӗлевçӗсене мӗн кирлипе вăхăтра тивӗçтересси. Салтаксене пулăшма вара райцентрта пурăнакансем те, ял çыннисем те хастар хутшăнаççӗ.
Акă темиçе кун каялла кăна-ха СВО зонинчи ентешсене аксусем 48-мӗш хутчен пулăшу леçсе пачӗç. Инçе çула хальхинче Анатолий Скворцовпа Флен Зайнуллин ертсе пынипе Сергей Германов, Нияз Зиангиров, Раис Хусаинов тата Сергей Ипеев водительсем тухрӗç. Анатолий Николаевичпа Флен Замильевич çинче яланхи пекех пысăк яваплăх пулчӗ – хамăр ентеш-салтаксене шыраса тупмалла, илсе кайнă посылкăсене, техникăна хуçисене çитерсе памалла, хӳтӗлевçӗсемпе тӗл пулса калаçмалла, çӗнӗ заказсем йышăнмалла, Аксури волонтерсен пункчӗпе çыхăну тытмалла... Çав хушăрах сыхлăх пирки пӗр самантлăха та манмалла мар – тăшманăн дронӗсем кунӗпе те, çӗрӗпе те вӗçме чарăнмаççӗ, асăрханулăх çӳллӗ шайра пулмалла.
Ку хутӗнче Аксу районӗн пуçлăхӗ Алмаз Мингулов ертсе пынипе пуçтарнă пулăшăвăн йывăрăшӗ, техникăна шутламасăр, 12 тоннăпа танлашнă. Ăна тиеме волонтерсене Руслан Ибляминов ертсе пыракан 102-мӗш номерлӗ пушарпа çăлав чаçӗн ӗçченӗсем пулăшнă.
СВОра тăшманпа кӗрешекен ентешӗмӗрсем валли мӗн-мӗн илсе кайнине пӗтӗмпех çырса та пӗтерме çук пулӗ, çапах та нумайăшне асăнасах килет. Чи пысăк япаласенчен салтаксем валли «УАЗ» тата «Нива» автомашинăсем, «Урал» мотоцикл, спорт мотоциклӗ, стройматериалсем, генераторсем, ноутбук, çыхăнăва вăйлатакан усилительсем, стабилизаторсем, икӗ раци, тепловизор, квадрокоптер, 1000 метр çыхăну кабелӗ, 2 бензопăчкă, 200 тăваткал метр линолеум, 10 коробка газ баллончикӗсем, 40 кӗреçе, полиэтилен пичкесемпе канистрăсем, пуля-патрон заготовкисем... Аксу районӗнчи волонтерсем хăйсен аллипе хатӗрлекен, çӗлекен, çыхакан, тăвакан кирлӗ япаласем тата... 47-мӗш караванпа вӗлле хурчӗ пек ырми-канми тăрăшаканскерсем хальхинче 182 маскировка сетки (пӗтӗмӗшле лаптăкӗ 14200 тăваткал метрпа танлашать), çавăн пекех «Травка» текен кăткăс 4 маскировка сетки (270 тăваткал метр), 2460 окоп çурти, 185 аялтан тăхăнмалли кӗпе-йӗм, 210 флис куртка-кофта, 60-шар флис шапка, футболка, балаклава, 8 комплект хӳтӗленмелли çуллахи костюм, 40 флис шăлавар, дронсенчен сыхлакан 38 плащ, 4 пысăк коробка юсавçăсем валли тумтир, 40 комплект тӳшек-минтер çиттисем, 52 çывăрмалли михӗ, 38 комплект матраспа минтер, 6 коробка çумалли порошок, 38 пин тенкӗлӗх медикаментсем, 6 упаковка харпăр гигиена хатӗрӗсем тата нумай япала ăсатнă. Районта пурăнакан кашни ял хутшăннипе пухнă пулăшăвăн списокӗнче тата та темӗн те пур. Хӳтӗлевçӗсене çемйисем парса янă адреслă 22 посылкăна, çавăн пекех районтан 110 ятлă посылка хатӗрленӗ.
Аксусем СВО зонине кашни каймассерен «Телейлӗ салтак валли» текен посылка хатӗрленине те пӗлетпӗр эпир. Хальхинче те 40 штук илсе кайнă.
Паллах, пиллӗкмӗш çул тăван килтен аякра вăрçă хирӗнче терт-нуша куракан салтаксене тутлă апат-çимӗçпе тивӗçтересси пирки те яланах тӗплӗн шутлаççӗ Аксу волонтерӗсем. 47-мӗш караванпа 40 килограмм пыл, 40 банка аш-какай консерви, 40-шер килограмм тӗрлӗ йышши тӗтӗмленӗ аш-какай тата сало, 220 банка пахча çимӗçрен тунă консервăпа улма-çырла варенийӗ, 240 çăмарта, 40 килограмм килти салма, 25 килограмм чак-чак тата баурсак, килограмӗ-килограмӗпе пахча çимӗç, улма-çырла, хăвăрт пиçекен типӗ яшкасемпе пăтăсем...
Аксури Феодосий Тотемский Преподобнăй храмӗнче тăрăшакансем салтаксене парса яма ятарласа кукăль-пӳремеч пӗçернӗ – 920 штук! Калама кăна вӗт...
Хӳтӗлевçӗсене питӗ кирлӗ çак япаласене леçме кайнă харсăр арçын-волонтерсем ку хутӗнче ентешӗсем службăра тăракан Старобельск, Северодонецк, Донецк, Дебальцево, Ясиноватая, Иловайск, Мариуполь, Бердянск, Мелитополь тата Çӗнӗ Каховка хулисене çитнӗ. Техника хатӗрӗсене адресатсене çитерсе панă, çав шутра Аксу каччине Айрат Самигуллина та (ун пирки эпир хаçатра 2024 çулта çырнăччӗ. – Ред.). Волонтерсем шăпах Айрат патӗнче блиндажра çӗр каçнă. Посылкăсене Аксу районӗн салтакӗсемпе вӗсен çарти тусӗсене панă. Куçа-куçăн тӗл пулма май килменнисене юлташӗсем урлă парса хăварнă.
СВО зонинчи тӗлпулусем яланхи пекех питӗ кăмăллă, чуна тивмелле иртнӗ. Ара, килтен аякра çӗршыва хӳтӗлекен салтаксемшӗн тăван тăрăхран паллакан волонтерсем килни яланах çывăх тăванпа курса калаçнă пекех хаклă. Вӗсем тăван кил ăшшине илсе пыраççӗ тейӗн.
Волонтерсен ушкăнӗн ертӳçи Анатолий Скворцов çак черетлӗ гуманитари конвойне пухма пулăшнă кашни çынна тав тăвать. «Маскировка сетки çыхакансене те, укçан пулăшакансене те, апат-çимӗçпе ытти кирлӗ япаласене кӳрсе паракансене те – пурне те чӗререн тав. Уйрăмах Алексей Кондратьева, Ришат Сруртдинова, предприниматель Уфандеевсене, Охотниковсене, Илюс Гайнуллина, Владислав Морозова, Рамис Сабитова, пӗртăван Зюзинсене, Татьяна Казаковăна, Ринат Саматова, Марат Сафина, Сапеевсене, Эльвира Низаевăна, Петр Волкова, пӗртăван Аглямиевсене, Алексей Семенова, Аксури православи храмне чӗререн тав. Çавăн пекех Аксу районӗн тӗп больницин, «Татэнергосбыт», «Горгаз» организацисен, «Татавтодор» филиалӗн, спорт шкулӗн, Аксури 1-мӗш номерлӗ шкулăн, «Нежность» халăха социаллă пулăшупа тивӗçтерекен комплекслă центрăн çӗвӗ мастерскойӗн ӗçченӗсем палăрмаллах пулăшрӗç», – терӗ Анатолий Николаевич.
Хальхи вăхăтра вара Аксу волонтерӗсем ентеш-хӳтӗлевçӗсем валли черетлӗ 48-мӗш гуманитари караванне пухма çанă тавăрса ӗçлеççӗ. Аксури кивӗ автовокзалăн çуртӗнче вырнаçнă волонтерсен центрӗн хастарӗсем кунсерен «Ырăлăх карçинкки» акци ирттереççӗ. Хӳтӗлевçӗсем вăрçă хирӗнче чух никамăн та канса ларас шухăш çук кунта. «Фронтпа тыл пӗрле тăрăшсан кăна çӗнтерӳ пирӗн пулӗ», – теççӗ салтаксемшӗн ырми-канми тăрăшакан волонтерсем.
Сăнӳкерчӗксем Аксу волонтерӗсен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев