Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Волонтерсем тӗл пулчӗç

Сентябрӗн 26-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнче Халăхсен хушшинчи ватăсен кунне халалласа мероприяти иртрӗ. Ăна йӗркелесе ирттерекенӗ ялти библиотекарь Татьяна Максимова пулчӗ. Çак тӗлпулу ятарлă çар операцийӗнче Тăван çӗршыва хӳтӗлекен салтаксене пулăшакан Аксу хула евӗрлӗ поселокри, Саврăшпуçпа Хӗрлӗшур ялӗсенчи волонтерсене пӗрле пухрӗ.

Хисеплӗ хăнасен хушшинче во­лонтерсен юхăмӗсен ертӳçисем – Ильшат Минсафин, Александр Убейкин, Алексей Макаров, Ирина Убейкина, çавăн пекех Аксури Феодосий Тотемский храмӗн протоиерейӗ Александр атте пулчӗç. 

Уяв программине Полина Анд­реевăпа (салтак амăшӗ) Татьяна Максимова чуна тивмелле сăмахсемпе уçрӗç. Хăнасем волонтерсене фронтра питӗ кирлӗ маскировка сеткисене çыхса пысăк пулăшу панăшăн чӗререн тав турӗç. Волонтер ӗçне хастар хутшăнакансене – Татьяна Петровăна, Полина Андреевăна, Галина Черновăна, Ирина Егоровăна, Фируза Бормизоевăна, Валентина Максимовăна, Михаил Максимова, Екатерина Ивановăна, Надежда Ивановăна – «Север» çарсен ушкăнӗн часть командирӗ В.Шипицин полковник ятӗнчен Тав хучӗсем парса чысларӗç. 

Фируза Бормизоева маскиров­ка сетки çыхас енӗпе мастер-­класс ирттерчӗ. ТР культурăн тава ти­вӗçлӗ ӗçченӗ Елена Кондюкова, Ирина Егоровăпа Галина Чернова тата Михаил Максимов хитре юрăсем юрласа пачӗç. Александр Убейкинпа Алексей Макаров салтаксем патне гуманитари пулăшăвӗ леçме кайсан хăйсем курни-илтнине каласа пачӗç. Хӗрлӗшурти салтак амăшӗ Ирина Степанова видеоçыхăну урлă хăйӗн СВОри ывăлӗпе калаçнине пурте хумханса пăхрӗç. 

Саврăшпуç ялӗн библиотекарӗ ятарласа хатӗрленӗ кӗнеке куравӗсемпе, волонтерсен ӗçне халалланă стендсемпе те хаваспах паллашрӗç мероприятие хутшăнакансем.

Сентябрӗн 30-мӗшӗнче Хӗрлӗшур ялӗн клубӗнче те çакнашкал мероприяти пулчӗ. Вăл та Аксу хула евӗрлӗ поселокӗнче, Саврăшпуç, Хӗрлӗшур тата Васильевка ялӗсенче пурăнакан волонтерсем, çавăн пекех Саврăш ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Ильнур Сафин тăрăшнипе иртрӗ. 

Волонтерсен ушкăнӗсене ертсе пыракан Наталья Сафронова, Любовь Тимкина тата Татьяна Максимова салтаксене тылра ырми-канми тăрăшакансене чӗререн тав турӗç. Тӗрлӗ ялсенчи волонтерсем хăйсен ӗçӗн опычӗпе паллаштарчӗç. Аксуран килнӗ Ильшат Минсафин, тӗслӗхрен, 3D принтер пулăшнипе тунă дронсемпе кӗрешекен приборсемпе, малти линие шыв е урăх кирлӗ япала çитерме пулăшакан инновациллӗ дронсемпе паллаштарчӗ. Çак проектсене пурнăçланма çӗршыври волонтерсем килӗштерсе ӗçлени пулăшнине палăртрӗ. Гуманитари пулăшăвне леçме çӳрекен Роман Сулеманкин СВО зонинче мирлӗ çынсем мӗнле пурăнни, вӗсене волонтерсем мӗнле майсемпе пулăшни çинчен каласа пачӗ. Александр Убейкин маскировка сеткисем фронтра питӗ кирлӗ пулни пирки каларӗ, ăна çыхакансене тав турӗ. 

Тӗлпулăвăн чи хумхануллă та савăнăçлă саманчӗ волонтерсене – Оксана Гордеевăна, Мария Тарасовăна, Наталья Черновăна тата Алина Кондратьевăна – «Север» çарсен ушкăнӗн часть командирӗ В.Шипицин полковник ятӗнчен Тав çырăвӗ пани пулчӗ. 

Ялсенчи волонтерсем Аксури ӗçтешӗсене хăйсем çыхнă маскировка сеткисене фронта ăсатма парса ячӗç, çыхма вӗренес текенсем валли мастер-класс та ирттерчӗç. Паллах, юрă-кӗвӗ те янăрарӗ тӗлпулура: волонтерсем хăйсем те – Ирина Егорова, Галина Чернова, Михаил Максимов, çавăн пекех Хӗрлӗшурти ушкăн та хăйсен пултарулăхӗпе паллаштарчӗç. ­Татьяна Максимова библиотекарь волонтерсен ӗçне-хӗлне çутатакан стенд хатӗрленӗччӗ. 

Ăшă тӗлпулу сӗтел хушшине ларса тутлă хуплу çинипе, техӗмлӗ чей ӗçнипе вӗçленчӗ. Çакăн пек пӗрле пулни, пӗрле ӗçлени çӗнтерӗве çывхартма пулăшасса шаннине пӗлтерчӗç пухăннисем.

 

Татьяна МАКСИМОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана волонтер #Своихнебросаем