Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Вӗрентӳ системинчи çӗнӗлӗхсем

Вӗренекенсене, абитуриентсене тата студентсене вӗренӳре ҫӗнӗ улшӑнусем кӗтме пултараҫҫӗ. Профильлӗ ведомствӑсен представителӗсем плана кӗртнӗ ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарнă.

Обществознанипе ППЭ тытас йӗрке икӗ ҫултан улшӑнать

Обществознани предмечӗпе Пӗрлехи патшалӑх экзаменӗн (ППЭ) содержанийӗ икӗ ҫултан улшӑнма пултарать. 2026-2027 вӗренӳ ҫулӗнче экзамен хальхи пекех юлать. Кун пирки РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов пӗлтернӗ.

Вӑл тӳрлетӳсем вӗрентӳ программисемпе ҫыхӑннине палӑртнӑ. «Икӗ ҫултан обществознани предмечӗпе Пӗрлехи патшалӑх экзаменӗнче улшӑнусем пулӗҫ. Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, малашне 9-мӗш класра вӗренекенсен историпе сӑмахпа каласа экзамен памалла пулать, ҫавна май килес вӗренӳ ҫулӗнче обществознани предметӗнче нимӗнле улшӑну та пулмӗ, мӗншӗн тесен ачасем хальхи программа тӑрӑх вӗренеҫҫӗ. Анчах икӗ ҫултан ППЭ тытăмӗ улшӑнать», – тенӗ Кравцов.

Юридици вузӗсенче бюджет тулашӗнчи вырӑнсене чакарасси пирки калаҫаҫҫӗ

Раҫҫейре юридици енӗпе аслӑ шкулсенче бюджетлă мар вырӑнсен шутне чакарасси пирки сӑмах пырать. Кун пирки Петербургри халăхсен хушшинчи юридици форумӗнче Раҫҫей Юристсен ассоциацийӗн председателӗ Сергей Степашин пӗлтернӗ.

Унӑн сӑмахӗсемпе, хӑш-пӗр вӗренӳ заведенийӗсенче хатӗрлев пахалӑхӗ рынок ыйтӑвӗсене тивӗҫтерменни курӑнать. «Хальхи вӑхӑтра бюджет тулашӗнчи вырӑнсен шутне чакарас тӗллев лартнӑ. Ку саккун, ӑна пурнӑҫламалла», – палӑртнӑ вӑл. Степашин ҫавӑн пекех юридици вузӗсен шучӗ тата вӗрентӳ программин пахалӑхӗпе çыхăннă ыйтусене те тепӗр хут пӑхса тухма кирлине асӑннӑ. «Эп пӗлнӗ тӑрӑх, вӗсем питӗ нумай, 400 ытла. Совет Союзӗ вăхăтӗнче 55 пулнӑ. Халӑх шучӗ икӗ хут ытларах», – палӑртнӑ Степашин.

Шкулсенче араб чӗлхи вӗренме пуҫлӗҫ

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен Раҫҫей шкулӗсенче араб чӗлхине вӗрентмелли ҫӗнӗ программа вӑя кӗрет, тесе пӗлтернӗ РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов. «Виҫӗ ҫул хушши эпир араб чӗлхипе олимпиада ирттеретпӗр, Раҫҫей шкулӗсенче араб чӗлхине вӗрентмелли программа ҫирӗплетнӗ, вӑл ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен малалла аталанӗ», – тенӗ Кравцов.

Рособрнадзорта пӗлтернӗ тӑрӑх, 2033 çулта араб чӗлхипе Пӗрлехи патшалӑх экзаменӗ иртме пултарать. Ҫак тапхӑрта вӗрентӳ-методика никӗсне тата экзамен материалӗсене тӗрӗслесе пӑхас ӗҫе пурнӑҫлама палӑртнӑ. «Вӑтам пӗлӳ паракан программӑсем тӑрӑх араб чӗлхипе ППЭ ирттерессине 2032 ҫулччен тӗрӗслесе пӑхма пултарӗç», – тенӗ ведомствăра.

 

Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование