Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ВӖРЕНТЕКЕН, МУЗЫКАНТ, ЕРТӲÇӖ

Пӗлӳ илсе тăван ене таврăннăранпа тăван культурăна аталантарассишӗн ӗçлет

Пӗлӳ илсе тăван ене таврăннăранпа тăван культурăна аталантарассишӗн ӗçлет


Алена Геннадьевна Старостинăна Теччӗре çеç мар, республикăн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурăнакан чăвашсем те лайăх пӗлеççӗ. Чăн та, чылайăшӗшӗн вăл Теччӗ районӗнчен «Тутарстан Чăваш пики» республика конкурсне хутшăннă уçă саслă Алена Волкова пек асра юлнă. Теприсем çамрăк пикене вăл йӗркеленӗ юрă ансамблӗсем тăрăх пӗлеççӗ.


Теччӗ районӗн Культура çурчӗ çумӗнчи «Шуçăм» ансамблӗн творчествине юратакансен хушшинче чăвашсем кăна мар, районти илеме юратакан кашни çын. Мӗншӗн тесен репертуарӗпе те, юрă юрлас ăсталăхӗпе те, илемлӗ сцена тумӗпе те «Шуçăм» ыттисенчен таçта малта. «Халăх коллективӗ» хисеплӗ ят та панă ăна, 2024 çулхи февраль уйăхӗнче ушкăн пӗрремӗш пысăк юбилей ирттерет — 10 çул тулать ăна. Халӗ коллективра 10 çын. Репертуарта халăх юррисем те, эстрада юррисем те пур. Ансамбль районти ялсенчи Культура çурчӗсене те концертсемпе тухать. 


2005 çулта Алена Волкова Шупашкартан пӗлӳ илсе тăван ене таврăннă. Çавăнтанпах районти Чăваш наципе культура центрӗпе килӗштерсе ӗçлет. Ун чухне хулари педагогика колледжӗнче йӗркеленӗ чăваш юррисене юрлакансен ансамблӗ тӗрлӗ конкурссене хутшăннă, малти вырăнсене йышăннă. 
Халӗ Алена Старостина Теччӗри искусствăсен шкулӗнче вăй хурать. Директорăн вӗренӳпе воспитани ӗçӗ енӗпе çумӗ пулнă вăхăтрах «Авсень» ансамбль йӗркеленӗ. Вӗсене вырăс халăх юррисене вӗрентнипе пӗрлех халăх йăлисем çинчен каласа парать, вăййисене выляттарать тата вырăс халăх музыка инструменчӗсене калама вӗрентет. Ансамбле çӳрекенсем халӗ чăваш юррисене те юрлама вӗренеççӗ. 


Çакăнпах çырлахман Алена Геннадьевна, 2023 çулхи вӗренӳ çулӗнчен хулари 1-мӗш номерлӗ шкулта ачасене чăвашла вӗрентме пуçланă. Икӗ класра çичӗ ача вӗренет. Икӗ ачан çеç ашшӗ те, амăшӗ те чăваш. Ыттисем хутăш çемьесенчен. Класс уçăлсанах çичӗ ачаран пӗри кăна чăвашла ăнланнă. Ыттисем, вӗренес кăмăл пулнисӗр пуçне, пӗр сăмах та чăвашла пӗлмен. Анчах Алена Геннадьевнăна çакă хăратман, кун хыççăн кун, вӗренӳ малаллах пынă, чăваш класӗсемпе кăсăкланакансем тата та пуррине калать вӗрентекен. Чăваш урокӗсене илсе пыма литература çителӗксӗртерех пулнине пытармарӗ вăл. Шанас килет, çак кăлтăк вăхăтлăха кăна, учебниксем те, вӗренӳре кирлӗ ытти хатӗрсем те çителӗклех пулӗç. 


Хулара чăваш класӗсем уçăлнине (асăрхăр, кружок мар!) Теччӗ районӗнчи ЧВНКАн кăçалхи пысăк çитӗнӗвӗ тесе йышăнмалла. Çак тăрăхра çуралнă Аслă Вӗрентекенӗмӗрӗн Иван Яковлевăн 175 çулхи юбилейӗн çулталăкӗнче чăваш класӗ уçăлтăр-ха, пур çӗрте хупăнса пынă вăхăтра, чăн-чăн çитӗнӳ! Алена Геннадьевна ачасене пӗрремӗш чăваш урокӗсене вӗрентме килӗшнине пысăк хастарлăх тесе ăнланса тав тумалла, малашне вӗренекенсен йышӗ ӳссе кăна пытăрччӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура