Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вӗрентекене халалласа – шкул ачисем валли акци

Октябрӗн 16 – 22-мӗшӗсенче «Культура для школьников» ведомствăсен хушшинчи культурăпа вӗрентӳ проекчӗн шайӗнче «Посвящение учителям» Пӗтӗм Раççейри акци иртет. Ăна Раççейри Педагог тата вӗрентекен çулталăкне халалланă.

Çак тапхăрта пирӗн çӗршыври вӗренекенсем хăйсен учителӗпе пӗрле юратнă сăвва вуланине, ача-пăча музыка шкулӗсенче е ытти учрежденисенче вӗренекенсем хăйсен педагогӗпе пӗрле юрланине е пӗр-пӗр музыка инструменчӗпе кӗвӗ каланине видео ӳкерсе илсе «ВКонтакте» социаллă сетьре #учителькдш хештегпа вырнаçтармалла.

Акци шайӗнче çавăн пекех Раççейри культурăпа искусствăн паллă деятелӗсем те хăйсен вӗрентекенӗсемпе ăс параканӗсем çинчен каласа парӗç.

Акцие пӗтӗмлетнӗ чух жюри сăвă вулакансен хушшинче те, юрă юрлакан е кӗвӗ калакансен хушшинче те 30-шар чи лайăх ӗçе суйласа илӗ. Çӗнтерӳçӗсене «Культура для школьников» проектран парнесем тата сертификат парса чыслаççӗ. Чи лайăх ӗçсене вара пӗрлехи видеоролике кӗртсе «Культурадляшкольников.РФ» порталта кăларӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2023 – Год педагога и наставника