Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вула та итле

2014 çултанпа Чăваш Республикин Наци библиотеки пурӗ 100 ытла кӗнекене, çав шутра пирӗн паллă ентешсен Петӗр Хусанкайăн «Аптраман тавраш», «Таня» поэмисене, Валентин Урташăн «Ăраскал» сăввисемпе поэмисене, тата ыттисен хайлавӗсене сасăлатнă.

Наци библиотеки çамрăксене тăван литературăпа интереслентерес шутпа акă ӗнтӗ нумай çул çыравçăсен кӗнекисене сасăлатассипе ӗçлет. 

Пӗрремӗш аудиокӗнеке 2014 çулта çуралнă. Ун чух çулленхи «Чи вуланакан çулталăк кӗнеки» конкурсра çӗнтернӗ авторсен Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана...», Раиса Сарпин «Тӑрнаккай», «Пукане», Светлана Гордееван «Хаваслӑ карусель – Веселая карусель», Ева Лисинан «Вӗçекен кӳлӗ – Летающее озеро», Марина Карягинан «Кӑтра хӗвелçаврӑнӑш – Кудрявый подсолнушек» тата ыттисен произведенийӗсем кӗнӗ. 

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин 70 çулхи юбилей тӗлне «Ачасем валли Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçи çинчен вулатпӑр – Читаем детям о Великой Отечественной войне» аудиокăларăм тухнă. Унта Илпек Микулайӗн, Мария Ухсайăн, Светлана Асаматăн, ытти чăваш çыравçисен, çаплах Сергей Алексеевпа Ольга Громова вырăс çыравçисен произведенийӗсене çыртарнă.

Чăваш литературин классикӗсен вилӗмсӗр произведенийӗсене те сасăлатса çӗнӗ пурнăç парнеленин пӗлтерӗшӗ калама çук пысăк. 

Аудиокӗнекен коллекцийӗ Наци библиотекин уйрăлми пайӗ халӗ. Ку ӗçе вăл малалла тăсать, çапла майпа вулакана наци литературипе килте пушă вăхăтра кăна мар, çул çинче те итлеме майсем туса парать. Аудиокӗнекесене хуть кам та итлеме пултарать, кун валли www.nbchr.ru сайтра аудиокӗнекесем пая кăна кӗмелле.

 

Ирина КУЗЬМИНА.

Сăнӳкерчӗк www.nbchr.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев