Вулакансем патне концертпа
«Сувар» йӗркеленӗ пӗрремӗш тӗлпулу Çарăмсан районӗнчи Акрелӗнче иртрӗ
«Сувар» йӗркеленӗ пӗрремӗш тӗлпулу Çарăмсан районӗнчи Акрелӗнче иртрӗ
Эсир кăна аван пӗлетӗр. Яланхи пекех эпир хаклă вулакан тăван хаçатсăр тăрса юласран пăшăрханатпăр. Тен, анекдотри çитӗннӗ ывăлне калпак тăхăнтартмасăр урама кăларман амăшне аса илтеретпӗр пулӗ. Çапах та. Эпир хамăрăн вулакана юрататпăр, унпа эрнерен эрне хаçат урлă пуплетпӗр.
Кăçал кампание креативлăрах ирттерес терӗмӗр. Хаçатра çырăнтару çинчен аса илтернипех çырлахмасăр сирӗн пата концертпа çитсе килес терӗмӗр. Вулаканăмăрсемпе куçа-куçăн тӗл пулса паллашас терӗмӗр. Çапла чăвашсем йышлăн пурăнакан районсене çитме тӗллев лартрăмăр.
Акă мӗн сăлтавпа иртнӗ эрнекун Çарăмсан районӗнче акрельсене тăр кăнтăрла клуба пухрăмăр. Çапла пуçланчӗ пирӗн турне. Кунӗ шăрăх, ӗççи вăхăчӗ, тахçан малтан тӗлпулу çинчен систерсе хуман — пуçтарăнӗ-ши вулакан, ерçӳ тупайӗ-ши? Питӗ хумханса кӗтрӗмӗр тӗлпулăва. Редакцин СММ специалисчӗ Ксения Романова тăрăшнипе социаллă сетьсене çырăннисем ку хыпара пӗлеççӗ те ӗнтӗ.
Тавах Çарăмсан районӗн Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçине Лидия Дмитриевна Квакована тата ăна пулăшакансене. Вӗсем тăрăшнипе зала чылай халăх пухăнчӗ. Пирӗн ӗçтеш Ирина Николаевна Кузьмина логопед-дефектолог профессине те алла илнӗ, ӗç опычӗ те самай пысăк. «Сувар» хаçата çитес çур çула çырăннин квитанципе (чăннипе ача вăл е ку сасса калайманнипе, селӗп калаçнипе логопед-дефектолог патне çырăнасси, çӳресси йӳнӗ мар) пыракансен ачисене пăхса ашшӗ-амăшӗпе консультаци ирттерчӗ.
Çак вăхăтра куракансен залӗнче концерт пычӗ. Вулакансем «Сувара» çырăнма пултарчӗç. Татьяна Васильева кашни çырăнакана хавас пулчӗ.
Концерта «Суварăн» тӗп редакторӗ Ирина Федоровна Трифонова хăй ертсе пычӗ. Çак кун çырăннисен квитанцийӗсене вылянтарса асăнмалăх парнесем парасси çинчен пӗлтерчӗ вăл.
Мероприяти пуçлансанах сцена çине Йăвашкел ял хутлăхӗн пуçлăхне Федор Петрович Андреева тата Лидия Дмитриевна Квакована чӗнчӗ Ирина Федоровна. Лидия Дмитриевна суварсем Акрельне килнишӗн савăнни çинчен пӗлтерчӗ. Федор Петрович сумласа килнӗ артистсене , залра ларакансене, кӳршӗ ялтан килнисене тав турӗ.
ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев та залра ларакансене тав турӗ: «Ку пирӗн пӗрремӗш концерт, йышăнăр ăна», — терӗ редакцире те, хаçат юлташӗсем те пултаруллă пулни çинчен палăртса Лидия Дмитриевна концерт тăршшӗпех звукорежиссер тивӗçӗсене пурнăçласа пычӗ.
Концерта Елена Корсакова Алексей Наумовăн «Сувар» çинчен хывнă юррипе уçрӗ. Залра ларакансем шăпăр-шăпăр алă çупса йышăнчӗç ăна. Кайрӗç вара çакăн хыççăн концерт номерӗсем: Елена Корсаковапа Эльвира Савельева дуэтпа темиçе юрă юрларӗç, «Ӗмӗт» ушкăн солистки Анжелика Еремеева хăйех юрăсен авторӗ те, илемлӗ аранжировка çыраканни те. Кашни юрри хăйне евӗрлӗ, урăххипе арпаштараймăн ăна. Вăйлă та хитре сасса тӗмӗнччен итлесе ларма пулать.
Нумай çул «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ пулнă Константин Анатольевич Малышев сцена çинчен ялăн библиотека заведующине Ольга Ивановна Ефимовăна чăваш кӗнекисене парнелерӗ. Çак кун концерта пынисем Константин Анатольевич пултарулăхӗ чăннипе анлă пулнине курса ӗненчӗç. ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗн, ЧР тата ТР Писательсен союзӗн пайташӗн Евгений Турханăн сăввине тӗлӗнмелле аван вуларӗ вăл.
Галина Семенован «Чикан ташшисӗр» концерт программинче темӗн çитмен пек туйăнӗччӗ. «Табор уходит в небо» фильмри Евгений Догăн кӗввипе ташларӗ вăл. Калăн, сцена çинче çын мар, вут-çулăм чӗлхисем вырăнтан вырăна куçса çӳреççӗ тейӗн.
Нумай пулмасть «Сувар» 30 çул тултарнине паллă турăмăр. Хаçата чи малтанхи çырăнтаруран пӗрре сиктермесӗр илсе тăракансем сахал мар пирӗн. Эпир вулаканăмăрсене çӗре çити пуç тайса тав тăватпăр. Акрелӗнче те хаçатăмăра 30 çул ытла вулакансем пур. Вӗсене хисеплесе, тав туса «Суварăн» тӗп редакторӗ Тав хучӗсем пачӗ.
Ирина Федоровна Тутарстанри Чăваш писательсен союзӗн ертӳçи те, кăна вулакансем пӗлеççӗ ӗнтӗ. Унăн «Тăлăх» кӗнекине нумайăшӗ темиçе хут та вуланă пулӗ. Унта çырса кăтартнă ӗçсем кашнине çывăх, кăсăк, кăмăла хускатаççӗ. Акрель ялӗн библиотекине те парнелерӗ Ирина Федоровна хăйӗн кӗнекине.
Чи хумханмалли самант уйрăмах çак кун хаçат çырăннисемшӗн, квитанцисене вылянтарасси пулчӗ.
Кама «Сувар» логотипӗллӗ футболка, кама тӗрӗллӗ пӗчӗк сумка лекрӗ. Культура çуртне пухăннисем пурте кăмăллăн килӗсене саланчӗç.
Ирина Федоровна Лидия Квакована çак тӗлпулăва йӗркелеме пулăшнăшăн тав турӗ, Хисеп хучӗпе чысларӗ.
«Суварăн» çитес çулçӳревӗ Аксу районӗнчи Саврăшпуçне выртать. Июнӗн 21-мӗшӗнче çитме палăртрăмăр. Пирӗн логопед-дефектолог Ирина Кузьмина пулать унта. Пурне те кӗтетпӗр!
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев