Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх йăли, пултарулăхӗ ачасенче

Хусанта II Пӗтӗм Раççейри ача-пăча фольклориади иртиччен 100 кун юлчӗ


Хусанта II Пӗтӗм Раççейри ача-пăча фольклориади иртиччен 100 кун юлчӗ

Июнӗн 19-23-мӗшсенче тутсртсанăн тӗп хулинче Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен мăн-мăн аслашшӗ-асламăшӗсем ӗмӗрсем хушши упраса хăварнă юрă-ташăпа пин ытла çамрăк фольклорист килет.

«Россия» Халăхсен хушшинчи курав-форумра ыран 18.00 сехетре «Наша Культура» павильонра ача-пăча фольклор фествалӗн хăтлавӗ пулать. Унтах фестиваль пуçланасси миçе кун юлнине кăтартакан сехет ӗçлеме пуçлать. Мускав, Тутарстан тата Чăваш Ен ача-пăча фольклор коллективӗсем пулӗç хăтлавра. Вӗсем хисеплӗ хăнасемпе — РФ культура министрӗ Ольга Любимова, ТР культура министрӗ Ирада Аюпова тата ЧР культура, национальноçсен ӗçӗсен тата архив ӗçӗн министрӗн çумӗ Георгий Богуславский — пӗрле хускатӗç «сехете».

Фестивале ирттерме Раççей Культура министерстви «Халăх творчестви — ачасене» проект витӗмӗпе укçа-тенкӗпе тивӗçтерет. Фольклориадăна Патшалăхăн В.Д.Поленов ячӗллӗ халăх творчествин Раççей çурчӗ, ТР Культура министерстви, ТР Таткультресурсцентр тата «Разноцветье» Творчество пуçарăвӗн аталанăвӗн центрӗ йӗркелеççӗ. 
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль