Халăх календарӗ
◊ Ака уйăхӗн 3-мӗшӗ – Кирилл. Çак кун каçпа тӳпенелле пăхма хушмаççӗ: ӳкекен çăлтăр курни – ырра мар
◊ Ака уйăхӗн 4-мӗшӗ – Василий. Хӗвеле сăнамалла: енчен те вăл тухнă чух хӗрлӗ ункăсемпе тухать – кăçал тухăç лайăх пулать. Тӳпере кăвак пӗлӗтсем шуни – ăшă пуласса тата çумăра. Кăткă йăви çинчи юр çурçӗр енчен малтан ирӗлет пулсан – çулла ăшă та вăрăм пулать.
◊ Ака уйăхӗн 5-мӗшӗ – Никон. Пӳрт-çурта тасатмалли, кăмака шуратмалли вăхăт.
◊ Ака уйăхӗн 6-мӗшӗ – Артемон. Каçпа ăшă-тăк – çуркунне те ăшă. Çак кун çумăр çусан – выльăх-чӗрлӗхшӗн лайăх çул; юр çусан – хуратул ăнса çитӗнет; сивӗ пулсан – сӗлӗпе виртен пысăк тухăç кӗтмелле.
◊ Ака уйăхӗн 7-мӗшӗ – Пăлхавăшни. Çак кун ӗçлеме юрамасть. Çумăр çусан – ыраш ăнать, аслати авăтсан – мăйăр витри-витрипе татмалăх пулать.
◊ Ака уйăхӗн 8-мӗшӗ – Гавриил. Çак кун çанталăк мӗнле – октябрӗн 8-мӗшӗ çапла пулать.
◊ Ака уйăхӗн 9-мӗшӗ – Матрена. Текерлӗк (чибис) каçпа кăшкăрать-тӗк – тепӗр кун уяр пулать; аялтан вӗçет пулсан – типӗ кунсем вăрах пулаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев