Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарӗ

Чӳк уйăхӗн 11-мӗшӗ – Аврамий тата Анастасия. Çӗрле йывăçсене пас тытнă-тăк – кăнтăрла юрсăр пулать. Атмосфера пусăмӗ майӗпен чакни – çиллӗ тата çумăрлă çанталăка.

• Чӳк уйăхӗн 12-мӗшӗ – Зиновий тата Зиновия. Кашкăрсем кӗтӗвӗпе çӳрени лайăха мар – выçлăха, чире е вăрçă пуласса. Кăсăясем ирхине шавлаççӗ – каçпа сивӗтет.

• Чӳк уйăхӗн 13-мӗшӗ – Никодим. Çак кун çанталăк хӗвеллӗ-тӗк – кӗçех çил вăйланасса. Чăхсене хӗл каçма ăшă витене куçарма вăхăт çитнӗ. 

• Чӳк уйăхӗн 14-мӗшӗ – Демьян тата Кузьма. Çак кун юрлă – çуркунне шыв нумай пулать. Çак кун та йывăç çинчи çулçăсем ӳксе пӗтмен-тӗк – çитес çул сивӗ пулать. 

• Чӳк уйăхӗн 15-мӗшӗ – Акиндин тата Пигасий. Каçхи тӳпе тӗтреленчӗ-тӗк – çил вăйланасса. Кедр мăйăрӗ сахал – хӗл вăйсăр пулать. 

• Чӳк уйăхӗн 16-мӗшӗ – Анна. Каçпа йывăçсене пас тытсан – çанталăк лайăхланасса. Пӗлӗтсем пит аялтан шăваççӗ – сивӗтессе. Çак кун тӗлне çырмасенче пăр шăнсан – çитес çул тырпул ăнса пулать. 

• Чӳк уйăхӗн 17-мӗшӗ – Роман тата Платон. Кăтра пӗлӗтсем – çанталăк пăсăласса. Хӗвел тавра шурă ункăсем – çил-тăмана. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы