Халăх календарӗ
Чӳк уйăхӗн 18-мӗшӗ – Галактион, Иона. Каçхи шăплăхра автансем пӗр-пӗрне илтсе пӗрин хыççăн тепри авăтни илтӗнет-тӗк – çумăр е юр çăвасса. Йывăçсене пас тытнă-тăк – хӗл вăрăма тăсăлать.
• Чӳк уйăхӗн 19-мӗшӗ – Павел тата Варлаам. Юр çăвать-тӗк – хӗл нумай юрлă пулать, кӗрхи тырăсемшӗн питӗ аван. Кайăк-кӗшӗк çуртсен çумне тӗршӗнет – юр çăвасса.
• Чӳк уйăхӗн 20-мӗшӗ – Федор. Çак кун юр çусан çуркунне шыв нумай пулать. Пӗлӗтсем çурçӗр енче-тӗк – çанталăк ăшăтасса кӗтни кăлăхах.
• Чӳк уйăхӗн 21-мӗшӗ – Михаил Архангел. Çумăр çусан Микула кунӗччен (декабрӗн 19-мӗшӗччен) йӗпе-сапа пулать. Çак кун чиркӳре чан çапнине илтни – телее. Юр çурӗ-тӗк – эппин хӗл çитрӗ.
• Чӳк уйăхӗн 22-мӗшӗ – Матрона. Иртен пуçласа каçчен уяр çанталăк тăрсан вăл виçӗ эрнене тăсăлать. Йывăçсене пас тытнă-тăк – сивӗтессе, тӗтре – ăшăтасса.
• Чӳк уйăхӗн 23-мӗшӗ – Ераст тата Родион. Ирхине таврана çăра тӗтре карса илнӗ-тӗк – кӗçех ăшăтать. Çак кун тӗлне çырмасем яка пăрпа витӗннӗ пулсан – кӗçех хӗл ларать.
• Чӳк уйăхӗн 24-мӗшӗ – Федор тата Екатерина. Çак кун йӗпе пулсан, юр çусан декабрӗн 4-мӗшӗчченех çапла пулать. Çиллӗ пулни хӗл хаяр пуласса. Çак кун мӗнле – хӗл çапла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев