Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарӗ

• Авăн уйăхӗн 1-мӗшӗ – Фекла. Ӗлӗк çак кун хӗрлӗ чӗкӗнтӗре кăларма тытăннă. Çиле сăнамалла, кăнтăртан вӗрет-тӗк, сӗлӗ ăнса пулать.

 • Авăн уйăхӗн 2-мӗшӗ – Самуил. Арçынсене хӳтӗлет тенӗ. Унран кӗрхи ӗçсене вӗçлеме вăй-хал ыйтнă ӗлӗк. Вăрманта çак кунран хӗллехи уплюнкка тухать. 

• Авăн уйăхӗн 3-мӗшӗ – Фаддей. Енчен те çа кун тӳпе пӗлӗтсӗр, хӗвел хӗртсе пăхать пулсан, тепӗр 4 эрне ăшă тăрасса кӗтмелле.

• Авăн уйăхӗн 4-мӗшӗ – Агафон. Çак кун ӗлӗк вăрмана кайма хушман, арçури алхасать тенӗ. Енчен те çанталăк уяр-тăк, çитес 4 эрне те çавăн пекех пулать. 

• Авăн уйăхӗн 5-мӗшӗ – Луп. Тăрнасем кăнтăралла кайма тухнă-тăк, хӗл ир килет. Тăрна карти аялтан вӗçсен хӗл ăшă пуласса, сасă кăлармасăр хăвăрт вӗçсен çанталăк хăвăрт пăсăласса. Тăм ӳкме тытăнать.

• Авăн уйăхӗн 6-мӗшӗ – Евтихий. Çак кун çумăр çусан кӗркунне типӗ, килес çул тухăçлă пулать.

• Авăн уйăхӗн 7-мӗшӗ – Тит. Çулçă вăйлă тăкăнать. Çак кун кăмпана каймалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы