Халăх календарĕпе паян Ефим кунӗ
Нарăс уйăхӗн 2-мӗшӗ – Ефим. Енчен те çак кун çил-тăман алхасать, сивӗ – Çăварнире те сивӗ. Çиллӗ-тӗк – çулталăк тăршшӗпе йӗпе-сапа кӗт.
Нарăс уйăхӗн 3-мӗшӗ – Максим. Ку кун уяр пулсан çуркунне те уяр пулать. Сивӗ те типӗ – çурла уйăхӗ шăрăх та типӗ пулать. Каçхи тӳпе таса-тăк – кӗлетсем кăçал пушă пулаççӗ.
Нарăс уйăхӗн 4-мӗшӗ – Тимофей. Çак кун тӗлне юр мӗн чухлӗ нумайрах, çулла тухăç çавăн чухлӗ нумайрах пулать. Тăман тухсан эрнипе çил-тăманлă пулать. Кăнтăрла тӗлӗнче хӗвел йăлтăртатса пăхать – çуркунне ир килет тата ăшă пулать.
Нарăс уйăхӗн 5-мӗшӗ – Агафий. Çак кун юр нумай-тăк – кăçал тырпул ăнса пулать. Хӗвеллӗ кун – çуркунне ир килет тата ăшă пулать. Сивӗ те хӗвеллӗ – çурла уйăхӗ шăрăх пулать.
Нарăсăн 6-мӗшӗ – Аксинья. Çак кун çуркунне епле пуласса кăтартать. Тăманлă çанталăк çуркунне вăрăма тăсăласса систерет.
Нарăсăн 7-мӗшӗ – Григорий. Çанталăка сăнамалла: кăнтăрлаччен мӗнле – çитес хӗлӗн пӗрремӗш çурри те çапла; кăнтăрла хыççăнхи çанталăк хӗлӗн иккӗмӗш çурри епле пуласса кăтартать. Çак кун юр çусан çитес хӗл хăвăрт лармасть. Кăсăя ирпе хыттăн юрлать – сивӗсем тата та пулаççӗ.
Нарăсăн 8-мӗшӗ – Федор. Пăрçапа усă курса юмăç яраççӗ: енчен те пăрçа турилкке тӗпӗнче сас кăларса кусать – шартлама сивӗсем пулаççӗ-ха, сасăсăр – юр çăвать. Ку кунхи çанталăк çуркунне епле пуласса кăтартать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев