Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх сăнанинчен

• Çӗртме уйăхӗн 23-мӗшӗ – Тимофей. Хӗвел тухнă чухнех пăчă пулсан – çумăр çăвасса.

• Çӗртме уйăхӗн 24-мӗшӗ – Варнава, Варфоломей. Çак кун нимле курăк та татмалла мар. Каçсерен ăшă тăрсан улма-çырла йывăççисем тухăç нумай параççӗ. Çăлтăрсем симӗссӗн йăлтăртатса çунаççӗ пулсан – уяр çанталăка.

• Çӗртме уйăхӗн 25-мӗшӗ – Петр. Çак кун уяр-тăк – утăçире лайăх çанталăк пулать, çумăр çусан – утă çулнă чух та йӗпе-сапа кӗт. Вăйлă сывлăм ӳкни – тухăç ăнса пуласса.

• Çӗртме уйăхӗн 26-мӗшӗ – Акулина. Хурт-кăпшанкă нумай пулсан ăшă та уяр çанталăк пулать. Çак кун ӗçлеме юрамасть. Ӳпресем çаврăна-çаврăна вӗçеççӗ-тӗк – уяр çанталăка.

• Çӗртме уйăхӗн 27-мӗшӗ – Елисей. Çак кун çумăр çусан 7 эрне çăвать тет. Пулăсем шывра вылясан – каçпа аслати авăтасса. Вăрăмтуна нумай – çырла ăнса пулать, ӳпре йышлă – кăмпа нумай пулать. 

• Çӗртме уйăхӗн 28-мӗшӗ – Фит. Çак кун вăрăмтуна нумай-тăк – кӗçех çанталăк пăсăлать. Шăрчăксем яланхинчен хыттăнрах чӗриклетеççӗ – çумăра. 

• Çӗртме уйăхӗн 29-мӗшӗ – Тихон. Çак кунран çутçанталăкра шăпрах. Юрлакан кайăксем те, шăпчăксăр пуçне, шăпланаççӗ. Хӗвел те майӗпенленет. Çăвакан çумăр тумламӗсем мӗн чухлӗ вӗтӗрех, вăл çавăн чухлӗ вăрахрах çăвӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы