Халăх сăнанинчен
Çурла уйăхӗн 25-мӗшӗ — Фотий тата Аникита. Çак кун кунӗпе çумăр çусан «карчăк ăшши» вăраха тăсăлмасть е пачах та пулмасть.
• Çурла уйăхӗн 26-мӗшӗ – Тихон, Максим. Вăрманта кăмпа нумай-тăк, çитес çул тухăçлă пулать. Çак кун çил-тăвăл тухсан сентябрьте çумăр нумай çăвать. Çак кун çилсӗр пулсан çитес кунсенче вăйлă çиллӗ пулать.
• Çурла уйăхӗн 27-мӗшӗ – Михей. Вăйлă çил вӗрсен сентябрь çумăрлă пулать. Çак кун тăрнасем кăнтăралла вӗçеççӗ-тӗк – октябрь варринчех сивӗтет.
• Çурла уйăхӗн 28-мӗшӗ – Успени. Çак кун асамат кӗперӗ курсан кӗркунне ăшă пулать. Уяр çанталăк тăрать-тӗк – «карчăк ăшши» сентябрӗн 13-мӗшӗнче тытăнать те 21-мӗшӗнче вӗçленет, анчах йӗпе-сапаллă пулать. Эрешмен карти нумай – хӗлле сивӗ тата сахал юрлă пулать.
• Çурла уйăхӗн 29-мӗшӗ – Мăйăр Сăпасӗ. Çумăр çусан кӗркунне йӗпе-сапа пулать. Çак кун тӗлне тăрнасем кăнтăра вӗçсе кайса пӗтеççӗ-тӗк, Пукравра сивӗтет. Уяр çанталăк тăрсан хӗл кӗске пулать. Куккук авăтнине илтни – хӗл шартлама сивӗ пуласса.
• Çурла уйăхӗн 30-мӗшӗ – Мирон. Хӗвел тухнă чух тӳпе хӗрлӗн курăнать-тӗк – çанталăк çиллӗ пулать. Çак кун çумăр çусан вара кӗркунне ăшă та типӗ пулать.
• Çурла уйăхӗн 31-мӗшӗ – Лавр тата Фрол. Çак кунччен ыраш акса ӗлкӗреймесен çитес çул тухăç япăх пулать. Лашапа ӗçлеме юрамасть. Çумăр çуни – аван паллă, тухăç аван пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев