Халăх сăнанинчен
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх сăнанинчен

Çӗртме уйăхӗн 8-мӗшӗ – Карп. Вăрăмтуна питӗ йышлă пулсан июнь вӗçӗ ăшă, анчах çумăрлă пулать. Шăнасемпе вăрăмтунасем хытă çыртаççӗ – эппин кӗçех çумăр çăвать.

Çӗртме уйăхӗн 9-мӗшӗ – Федор. Хӗвел тухнă чухнех питӗ пăчă – çывăх вăхăтра çумăр çăвать. Çак кун çумăр çусан кӗркунне йӗпе-сапаллă пулать.

Çӗртме уйăхӗн 10-мӗшӗ – Никита. Ку кун лăпкă-тăк – кӗркунне тулăх тухăç пухса илме хатӗрлен. 

Çӗртме уйăхӗн 11-мӗшӗ – Феодосия. Ыраш лайăх ӳсет пулсан кăмпа та ăнать. Çумăр хыççăнах вăйлă çил вӗрет-тӗк – çанталăк нумайлăха пăсăлать. Пыл хурчӗсем вӗллисем патне хăвăрт вӗçеççӗ – çанталăк пăсăласса.

Çӗртме уйăхӗн 12-мӗшӗ – Исаакий. Çӗленсен праçникӗ. Эрешмен карта карать-тӗк – кӗç çанталăк улшăнать. Çак кун шăлан чечекре пулсан хӗл хаяр пулать.

Çӗртме уйăхӗн 13-мӗшӗ – Еремей. Çак кун çумăр çусан тухăç япăх пулать теççӗ. Каçалапа сывлăм ӳкмесен – ыран çумăр çăвасса.

Çӗртме уйăхӗн 14-мӗшӗ – Устин тата Харитон. Çил хӗвеланăçӗнчен вӗрет-тӗк – çанталăк пăсăласса. Кăткăсем хăйсен тӗмӗ тавра йышлăн çӳреççӗ-тӗк – аван çанталăка.


народные приметы

Нет комментариев