Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХАЛĂХĂН ПУРНĂÇ ШАЙНЕ ӲСТЕРЕС ТЕСЕ ТĂРĂШНĂ

Иртнӗ эрнере Лениногорск чăвашӗсем И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине анлăн паллă турӗç. Аслă Вӗрентекенӗмӗре халалланă мероприяти Лениногорск хулинчи Культура керменӗнче иртрӗ.

Иван Яковлевич чăваш халăхӗшӗн мӗнпе палăрнине пирӗнтен кашниех пӗлет. Халӗ çакна палăртса хăварни вырăнлă: вăл ача-пăча çыравçи те, литература критикӗ те, хаçатсемпе журналсен хастар корреспонденчӗ те пулнă. Публицистика произведенийӗсене малтан вырăсла çырнă. Чăваш çырулăхне туса хурсан тăван чӗлхепе çырма пуçланă. «Çырăва вӗренме тытăнакана» (1872) статйинче вăл ачасене паха канашсем парать: ир тăрсан хăвăртрах çăпатуна сыр, аллуна, питне-куçна çуса тасат, çӳçне-пуçна тирпейле...»

Кунта автор çамрăк вулакансене ашшӗ-амăшне хисеплеме, пӗчӗклех ӗçе хăнăхма вӗрентет. Чăваш букварӗнче тухнă «Ӳкӗт» статйинче те Иван Яковлевич ачасене тӳрӗ те ырă кăмăллă, сăпай пулма, аслисене хисеплеме, ӗçе юратма вӗрентсе калать.

И.Я.Яковлев пӗтӗм чăваша – арçынсене те, хӗрарăмсене те – хут вӗрентесшӗн, вырăс культурипе çывăхлатасшăн, кӳршӗллӗ халăхсемпе туслă пурăнтарасшăн, çӗр ӗç культурине ӳстерсе хресченсен пурнăç шайне хăпартасшăн тăрăшнă. 

Çутта кăлараканăмăр 175 çул тултарнине халалланă мероприяти Ольга Владимировна Таймухина библиотекарь Аслă Вӗрентекенӗмӗрӗн «Халалне» вуласа панипе пуçланчӗ. Унтан «Шурă хурăн» чăваш халăх ансамблӗ юрă хыççăн юрă шăрантарчӗ. Антонида Саушкинан, Петр Гаврилов-Мереченӗн, Василий Лашмановăн сăввисемпе Геннадий Садовников композитор кӗвӗленӗ юрăсем янăрарӗç концертра. Чăваш ачисен «Салам» ансамблӗ куракансене «Линкка-линкка» чăваш халăх юррипе тата Николай Иванов çырнă «Ял-йышсем» юрăпа савăнтарчӗç. 6-мӗш класра вӗренекен Софья Андреева Петӗр Хусанкайăн «Чăваш чӗлхи» сăввине каласа пачӗ.

Мероприяти «Шурă хурăнпа» купăсçăсен ансамблӗсем хатӗрленӗ «Чăваш ен» композиципе вӗçленчӗ. 

 

Геннадий САДОВНИКОВ,

ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, 

«Шурă хурăн» халăх ансамблӗн ертӳçи. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 175-летие И.Я.Яковлева