Халăхсем хушшинчи никама пăхăнман «Глаголица» литература премийӗ конкурс ӗçӗсене йышăнма пуçланă
Вырăсла тата тутарла прозăпа поэзи, эссе, сценарисем, пъесăсем, комикссем çыракан 10-17 çулхи ачасем унта хутшăнма пултараççӗ
«Акăлчан чӗлхинчен вырăс чӗлхине илемлӗн куçарни» номинацире те хутшăнма май пур. Конкурс çинчен тӗплӗнрех Премин https://www.glagolitsa-rt.ru/ сайтӗнчи «Положение» уйрăмӗнче паллашма пулать.
Конкурсăн учредителӗ – «Счастливые истории» ыркăмăллăх фончӗ. Унта хутшăнасси тӳлевсӗр.
«Глаголица» премире хутшăнасси вăл ачан талантне уçни çеç мар. Финалистсен ӗçӗсене регионри тата федераллă кăларăмсенче пичетлеççӗ, ачасем радиопа телевидени передачисене хутшăнаççӗ, «Большой перекресток» телекӗпере хутшăнаççӗ. Çамрăк талантсен произведенийӗсем çулсерен Глаголицăн Альманахӗнче пичетленеççӗ.
Чи пысăк парне – финалистсем Хусанти литература сменине тӳлевсӗр путевкăсем илме тивӗçеççӗ. Унта вӗсене мастер-классем, паллă çыравçăсемпе йӗркеленӗ тӗлпулусем, культура программи кӗтет. Кăçал литература смени нумай чӗлхеллӗ «Адымнар» шкулӗн Хушма пӗлӳ паракан центрӗнче ноябрӗн 16-21-мӗшӗсенче иртӗ. Призсемпе парнесемсӗр пуçне «Глаголицăри» чи пысăк парне – «Хрусталь тăмана».
10 çул хушшинче проектра Тутарстанри районсемпе хуласенчен тата Раççейри 76 регионпа тӗнчери 29 çӗршывран 8 пин ытла çамрăк çыравçă хутшăннă.
Кăçалхи жюри пайташӗсем: Андрей Усачев, Наринэ Абгарян, Нина Дашевская, Сергей Махотин, Виктор Лунин, Андрей Жвалевский, Евгения Пастернак, Ольга Варшавер, Надежда Ажгихина тата ыттисем. Тутар чӗлхипе çырнă ӗçсене Тутарстан çыравçисем хаклӗç: Галимьян Гильманов, Рустем Галиуллин, Рифат Салах.
Премире хутшăнма https://www.glagolitsa-rt.ru/ сайтра заявка пама пулать. Йӗркелӳ комитечӗ: +7 (843) 561-06-12, glagolitsa-rt@yandex.ru, www.glagolitsa-rt.ru
Ӗçсене 2023 çулхи сентябрӗн 11-мӗшӗччен йышăнаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев