Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Халăхсен туслăхӗ – пӗрлӗхре

Çурхи каникул вăхăтӗнче П.В.Дементьев музейӗнче «Раççей халӑхӗсем» ятпа вăйă-çулçӳрев ирттертӗмӗр. Ачасене хамăр çӗршыври халӑхсен нумай енлӗ культурисемпе, йӑли-йӗркипе паллаштарма тӗллев лартрăмăр.


 
Мероприятие «Ӑшӑ çурт» социаллӑ приютри ачасем килчӗç, вӗсем пирӗн нумай нациллӗ çӗршывӑн культура еткерлӗхӗпе хаваспах паллашрӗç. Çакна та каламалла, приютра тӗрлӗ халăх ачисем воспитани илни пӗр-пӗринпе туслă пулма, культурăсемпе паллашма, наци уявӗсене пӗрле ирттерме май парать.
Ачасем Раççей халăхӗсен пурнăçӗн тӗрлӗ енӗсене халалланă ыйтусене хавхаланса хуравларӗç. Вăйă «Çулçӳрев», «Раççей халăхӑсене тупасси»  (филвордра 15 наци халăхне тупса палăртмаллаччӗ), «Наци тумӗсем», «Наци йӑли-йӗрки», «Халӑх вӑййисемпе йӑпанӑвӗсем», «Наци апачӗ» пайсенчен тăчӗ.
Çавӑн пекех «Кушакпа шӑши», «Ятне пӗл», «Тутӑр тупмалла», «Çӑпата лектер» халӑх вӑй­йисене хаваспах хутшӑнса вылярӗç.
Çавăнтах «Раççей халӑхӗсем – çӗршывӑн пӗрлехи чӗри» кӗнеке куравӗ те ӗçлерӗ, унта кӑмӑл тӑвакансем пурте Раççей халӑхӗсем çинчен çыр­нӑ литературӑпа паллашма пултарчӗç, вӗсен историйӗпе йӑли-йӗркисене ӳкерчӗксенче курчӗç. Нумайăшӗ вăйăсем вӗçленнӗ хыççӑн та курава тăратнă кăларăмсемпе кӑсӑкланса тишкерчӗ. 
«Раççей халӑхӗсем» вӑйӑ ӑс-хакӑл ӑмӑртӑвӗ кӑна мар, культурӑсен пӗрлӗхӗпе тӗрлӗ енлӗхӗн уявӗ те пулса тӑчӗ.
Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Çӗпрел районӗ, Çӗнӗ Упи.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Дрожжановский район