Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăхсен уявӗсемпе кăмăлсăр çынсем те пур иккен

Хусанти «Хура кӳлӗ» паркра кăçла çулла нумай йышлă уявсем иртнипе çывăхри çуртсенче пурăнакан çынсем кăмăлсăр юлнă. Вӗсем, хула варринчи лăпкă вырăнта пурăнаканскерсем, кун пек шăв-шава хăнăхман.

Çавăнпа та мэри çитес çулхи мероприятисене «Хура кӳлӗ» паркаран хулари урăх вырăнсене куçарӗ. Çакăн çинчен ӗçлӗ тунтикунра Хусанти Парксемпе скверсен дирекцийӗн ертӳçи Айгуль Латыпова пӗлтернӗ.

Ун сăмахӗсем тăрăх, иртнӗ çулла сезонӗнче «Хура кӳлӗри» павильонсенче тата уçă сывлăшра активлă кану программи пулнă.  

«Çав вăхăтра мероприятисен тăтăшлăхӗ çывăхри çуртсенче пурăнакансене кансӗрленӗ. Çавăнпа та çитес çуллахи сезонра эпир пысăк мерпориятисене урăх парксенче ирттерме палăртатпăр», – тесе пӗлтернӗ Айгуль Латыпова. Ун сăмахӗсем тăрăх, «Хура кӳлӗ» территорийӗнче комфортлă кану валли лăпкă, камерлă мероприятисем ирттермелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев