Хăмăшлăсем суйлавра
Нурлат районӗнчи Хăмăшлă ялӗнчи «Росинка» ансамбль суйлава наци тумӗпех килнӗ.
Нурлат районӗнчи Хăмăшлă ялӗн суйлав участокне паян «Росинка» ансамбль юрăçисем пӗрерӗн мар, ушкăнпах килме шутланă. Çапла хăйсен гражданла позицине кăтартнă вӗсем, мӗн тесен те республикăн пуласлăхне сулайтпăр-çке. Аса илтертпӗр, паян сентябрӗн 14-мӗшӗнче, Тутарстанра харăсах виçӗ суйлав кампанийӗ вӗçленет. Çитес 5 çула республика лидерне, вырăнти хăйтытăмлăх депутачӗсене, Мелекесри (Çырчалли хули) 18№ пӗр мандатлă суйлав округӗ Патшалăх Канашӗн депутатне суйлатпăр. Пӗрремӗш пӗтӗмлетӳсем паян каçхине 20.00 сехет хыççăн паллă пулаççӗ.

Юлташсем, суйлава хутшăнакансем валли паян республикăн хулисенчи обществăлла транспорт тӳлевсӗр. Çемьепе хутшăнакансен хушшинче #ВсейСемьейНаВыборы #ТатарстанАлга республика фотоконкурс малалла тăсăлать. Пӗрремӗш Sollers ST8 автомобиль хуçи паллă, вăл Элметри Маргарита Трегубенко тата тепӗр автомобиль, смартфон, DREAME TROUVER робот-пылесос, KitFort аэрогриль, Hyundai отпариватель, Samsung микроволновка хуçисене кӗтет, суйлав участокӗсене васкăр.

Тутарстан республикинчи çемьесен хушшинчи конкурс 20:00 сехетчен пуçланать. Кун валли сирӗн суйлав участокӗнче çемьепе сăнӳкерӗнсе ВКонтакте социаллă сетьри хăвăр страницăна #ВсейСемьейНаВыборы #ТатарстанАлга хештегпа вырнаçтармалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев