Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хастар та пултаруллă ăру

Чӗре хушнипе хастар та пултаруллă Литта çемйи çинчен çырма алла калем тытма шутларăм

Кăçалхи нарăс уйăхӗнче Нурлат хулинчи тӗп библиотекăра талантлă сăвăç Маргарита Валерьяновна Литта çырнă «Возвращайся с победой, родной» сăвăсен пуххин хăтлавӗ иртнӗ. Ку хыпара эпӗ Тутарстанри чăваш çыравçисен Ватсапри ушкăнӗнче вуласа пӗлтӗм. Çак пархатарлă мероприятие ирттерме районти сăвăçсем, сăвă юратакансем,  çыравçăсем, волонтёр ӗçӗнче вăй хуракансем пуçтарăннă. Хăтлавра вӗсене патриотизм туйăмӗ, ăс-хакăл пӗрлӗхӗ енӗпе пӗршухăшлăх пӗрлештерсе тăнă. Кӗнекене пурте пысăк хак панă. Унти вырăсла та, чăвашла та çырнă сăвăсен пӗр пайӗ ятарлă çар операцийӗпе тата волонтёрсен юхăмӗпе тачă çыхăннă, мӗншӗн тесен авторăн тăван шăллӗ Анатолий паян кун та ятарлă çар операцийӗнче пире хӳтӗлет. 

Толя хăй ирӗкӗпе Донбаса тухса кайсан акăшӗ чӗрене пырса тивекен сăмахсемпе сăвă шăрçаланă:

«Куççуль юлмарӗ макăрма, 

                      ир-каç тумларӗ.

Кӗçех ăсатрăм шăллăма – 

                       вăрçа вăл кайрӗ.

Пире хушмарӗ хурланма, 

                       кӗтме каларӗ…

Пӗлмерӗ чунăм лăпланма, 

                 тем пек ыратрӗ…»

Курск облаçне тапăнса кӗнӗ тăшманпа хаяр çапăçусем пынă вăхăтра ывăлне те çичӗ уйăха Курск облаçне янă. Хӗсметре тăракан Игорь унта юлташӗсемпе 28-мӗш «Призрак» батальон­ра çичӗ уйăх ытла хăйсен умне лартнă тӗллевсене тивӗçлӗн пурнăçланă, «Ветеран боевых действий» удостоверени илме тивӗçнӗ… Амăшӗн чӗринче çӗнӗ сăвă йӗркисем çуралнă:

…Твой жребий пал на 

                        третью осень, 

Бог уберёг от пуль шальных – 

Был батальон ваш 

                      двадцать восемь

Храним молитвой всех святых.

Тата çавна та палăртас пулать, Маргарита Валерьяновна 2022  çултанпах волонтёрсен юхăмне хăйӗн çемйипе хастаррăн хутшăнма тытăннă. Вăл «Вкусняшки для Победы», «Хамăрăннисем валли çӗлетпӗр. Нурлат» ушкăнсенче вăй хурса посылкăсем хатӗрленӗ… Литта çемйи хатӗрленӗ посылкăсем çине çапла çыр­нă: «Помни, воин, ты – лучший! Россия с тобой! Дорогой солдат, гордимся Vами! Пусть тепло наших рук согреет и оберегает Vас! Мы ждём Vас ДОМА! ПОБЕДА будет Zа нами!»

 

Чӗре хушнипе

Урăхла пулма та пултарайман, мӗншӗн тесен вăл кукашшӗн – Совет Союзӗн Геройӗн Григорий Ильич Кузнецовăн паттăрла тӗслӗхӗпе ӳснӗ. Кӗркури, 1907 çулта çуралнăскер, хăйӗн çемйи­пе Куйбышев (халӗ Самара) облаçӗнчи Шунтал районне кӗрекен Тăварăм ялӗнче пурăннă, тимӗрçӗ пулса ӗçленӗ. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах ăна Хӗрлӗ Çара илнӗ… Белорусси çӗрне фашистсенчен ирӗке кăларнă çапăçусенче вăл III Белорусси фронтӗнче 1106-мӗш стрелоксен полкӗн йышӗнче сержант званийӗпе отделени командирӗ пулса çапăçнă. 

1944 çул утă уйăхӗн 1-мӗшӗнче Кузнецов сержант отделенийӗ Борисов хули çывăхӗнче Березина шывӗ урлă каçса плац­дарм йышăннă, ăна пирӗн тӗп вăйсем çитиччен харсăррăн тытса тăнă. Çак паттăрлăхшăн Совет Союзӗн Верховнăй Совечӗ 1945 çулхи пуш уйăхӗн 24-мӗшӗнче Григорий Ильич Кузнецов сержанта Совет Союзӗн Геройӗ ятне панă. 

Çак хыпарсем мана хумхантарчӗç, вара эпӗ, чӗре хушнипе, хастар та пултаруллă Литта çемйи çинчен çырма алла калем тытма шутларăм. Вăхăт тупса Кивӗ Тимушкелӗнче пурăнакан Андрей Петрович Литта патне кайса килтӗм, çак ăруран тухнă Сергей Валерьевичпа, Ольга Валентиновнăпа телефонпа çыхăнтăм, Нурлатри Маргарита Валерьяновнăпа калаçрăм. Вăл мана хăйӗн кӗнекине парнелерӗ. 

2026 çула Раççей халахӗсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ, Тутарстан Рес­публикинче – Çар тата ӗç паттăрлăхӗн çулталăкӗ тесе палăртнă. Çавăнпа эпӗ лартнă тӗллев паянхи кун питӗ актуаллă тесе шутларăм…

 

Аксу районне 

куçса килни

Игнатий Федотович Литта 1880-мӗш çулсенче Чӗмпӗр кӗ­пӗрнине кӗрекен Аслă Аксу ялӗнче çуралнă. Ку ял ун чухне Пăва уесӗнчи Хулаçырми вулăсне кӗнӗ. Çак ялтах çемьеленнӗ, çителӗклӗ пурнăçпа пурăнма тытăннă. Литта йăхӗнчи çынсем çӳллӗ пӳллӗ, тӗреклӗ хул-çурăмлă, хит­ре сăн-питлӗ пулнă, нимӗнле ӗçрен те хăраса тăман.

Йӗркеллӗ пурăнакан çемьене инкек кӗтмен çӗртен килсе çапнă. 1920 çул пуçламăшӗнче Пăва тăрăхӗнче вăрă-хурахсем алхас­ма тытăннă. Хӗç-пăшалланнă бандитсем пӗр вырăнтан тепӗр вырăна шухă лашасемпе тăрантаспа тата юланутпа хăвăрт куçса çӳренӗ, çынсене сехӗрлентернӗ, çаратнă, çурчӗсене çунтарса янă, лашисене туртса илнӗ, вăрланă. 1921 çулхи пӗр тӗттӗм каç çак ирсӗрсен пӗр ушкăнӗ Литта Йăкăнат хуçалăхне пырса кӗнӗ, витери лашине вăйпах илсе кай­ма тытăннă. Кил хуçи кӗтмен хăнасене хирӗç тăнă. Вăйсем пӗр тан пулман. Хурахсенчен пӗри Йăкăната вилмеллех персе амантнă. Мăшăрӗ, Анисия Акимовна (1880), пилӗк ачипе тăлăха юлнă. Ун чухне аслă ывăлӗ Павăл 16-ри йӗкӗт, иккӗмӗшӗ Микулай 13-ре, Саньк­ка ятлă хӗрӗ 12-ре, тăваттăмӗш ачи Петӗр 7-ре, кӗçӗнни Иван 3-ре кăна пулнă.

Аслă ачисем, пултарнă таран, тӗрлӗ ӗçсенче вăй хума тытăннă. Павăлпа Микулай сурăх çăмӗнчен урана тăхăнмалли ăшă та çемçе çăматă тума вӗреннӗ. Каярахпа ку тупăш паракан ӗç çумне кӗçӗннисем те çыпăçнă. Çăматă ăсталасси вӗсен çемье ремесли пулса тăнă. Кăçатă пусмалли сезонра çамрăк маçтăрсем тăван çӗршыври тӗрлӗ вырăнсене çӳреме тытăннă. Малтан Урал тăрăхне – Пушкăрт республикине çӳренӗ. 

Аксу районӗнче те пулса курнă. Вӗсене кунта 1921 çулта Тури Паланлăран уйрăлса тухнă Çӗнӗ Паланлă ялӗ кăмăла кайнă. Унти сарлака çулçăллă йывăçсемпе, çырлапа, кăмпапа, тӗрлӗ çимӗç паракан тӗмсемпе, сиплӗ курăксемпе, чӗрчунсемпе пуян вăрман, пыл шăрши саракан утă çулмалли ӗшнесем, пӗр чарăнми тапса тăракан сиплӗ çăл шывӗ илӗртнӗ. Ку вырăнта кил-çурт, хуралтăсем тума, хурт-хăмăр ӗрчетме, выльăх-чӗрлӗх, кайăк-кӗшӗк усрама пур майсем те пулнă. 

1939 çул Аслă Аксура пурăнакан Литта, Бильдяков, Репин çемйисене Çӗпрел районӗнчен Аксу районӗнчи Меречен ял Советне кӗрекен Çӗнӗ Паланла куçма ирӗк панă. Ку пысăк мар ялта нумай пулмасть «Вторая пятилетка» колхоз йӗркеленӗ, унта тыр-пул ӳстернӗ, выльăхсене пăхнă çӗрте ӗçлекенсем кирлӗ пулнă. Пӗр çемье Медянка ялне килсе вырнаçнă. Литта Униççипе кӳршӗллӗ пурăннă тутар çемйине Азат посёлокӗнче йышăннă, мӗншӗн тесен вăл яла 1926 çул Çӗпрел енчи Кивӗ Чукал ялӗнчен тăхăр тутар çемйи куçса килсе пуçарса янă. Азат Аксăва çӳрекен аслă çул çинче вăрман хӗрринче вырнаçнă. Унти тутарсем чăвашла лайăх калаçаççӗ, чăвашсемпе килӗштерсе пурăнаççӗ…

Литта Павăл çемйи

Павел Игнатьевич Литта (1905) Аслă Аксура 1908 çулта çуралнă Марина Ильинична Степановăпа пӗрлешнӗ. Çӗнӗ Паланлă ялне куçнă чухне вӗсен тăватă ывăл пулнă. Ӗçпе пиçӗхнӗ Павăлпа Марине колхоз ӗçӗнче ырми-канми тăрăшса ӗçленӗ. Хӗлле кăçатă пусма та вăхăт тупма тăрăшнă. Мирлӗ пурнăçа фашистла Германи тапăнса кӗни татнă. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи тытăнсанах ытти вăйпитти арçынсемпе пӗрле Литта Униççи çемйинчен вăрçа тӳрех тăваттăн тухса кайнă: Павăл, Микулай, Петӗр, Иван. Павăлпа Микулай Тăван çӗршывшăн хăйсен пурнăçӗсене панă, Петӗр Берлинтан çӗнтерӳпе таврăннă, Иван йывăр аманса вăрçă инваличӗ пулса юлнă. 

Колхозри пур ӗçсене хӗрарăмсем, ватă çынсем, ӗçлеме пултаракан ачасем хастаррăн пурнăçланă. Марина Ильинична хăй­не шеллемесӗр колхозра тырă акнă, утă çулнă, çурлапа тырă вырнă, авăн çапнă, выльăх  пăхнă. Павăлăн аслă ывăлӗ Валентин, 1930 çулта çуралнăскер, ӗç фронтӗнче юлташӗсенчен юлмасăр вăй хунă: колхоз ӗçӗнче тăрăшнă, вăрман каснă, Аксури сӗт-çу заводӗнче ӗçленӗ, Çӗнтерӗве тылра туптанă… Вӗсен ячӗсем ылтăн саспаллисемпе çыр­нă «Тутарстан Республикинчи тыл паттăрӗсем» астăвăм кӗнекине ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлнă. 

Павел Игнатьевич çар службине Челябинск облаçӗнче пуç­ла­нă. Çар хучӗсем çинче «гражданла специальноçӗ» графара «пимокат» тесе çырнă. Ку сăмах «катать пимы» – «валять валенки» тенине пӗлтерет.  Кăçатă тăва пӗлекен маçтăра çавна пула Челябинск хулине куçарнă. Унта вăл фронтри салтаксем валли кăçатă ăсталакан çӗрте хăйӗн пултарулăхӗпе палăрнă, укçа та ӗçлесе илме пултарнă. 

Пуçтарăнса пынă укçине арăм­не ярса панă. 1944 çулхи кӗркунне хăй ирӗкӗпе фронта тухса кайнă, Белорусси çӗрне ирӗке кăларас енӗпе пынă хаяр çапăçусене хутшăннă. «Тăшман пирӗн çине вут çумăрӗ тăкать. Пӗлместӗп, кунтан сывă тухайăп-ши?..» – тесе çырнă вăл юлашки çырăвӗнче… 

Фашистла Германине çапса аркатнă хыççăн Литта çемйине «Павăл 1945 çулхи çу уйăхӗнче хыпарсăр çухалнă» тесе çырнă çыру килнӗ. Салтак шăпи çинчен çемье 75 çултан тин пӗлнӗ. «Хӗрлӗармеец Павел Игнатьевич Литта 1945 çулхи майăн 7-мӗшӗнче госпитальте сурансене пула вилнӗ, ăна Свердловск облаçӗнчи Еланский разъездӗнче пытарнă», – тесе çырнă Свердловск облаçӗнчи çар комиссариатӗнчен янă çырура. 

Валентин Павлович Литта (1930 – 2019) вăрçă хыççăн «III съезд» ялӗ патӗнче вăрман хуралçинче ӗçлеме тытăннă, аллăмӗш çулсен пуçламăшӗнче Кивӗ Тимушкел хӗрне Нина Павловна Бурмисовăна (1927 – 2021) качча илнӗ. Килӗштерсе пурăнса виçӗ ывăлпа тăватă хӗр çуратса ӳстернӗ. Кивӗ Тимушкелне куçсан «Победа» колхоз ферминче выльăх пăхнă. Пенсие тухас умӗн вăрман хуçалăхӗнче ӗçленӗ. Пушă вăхăтра кăçатă тунă, мӗншӗн тесен вăл вăхăтра ял халăхӗ хӗлле кăçатăпа çӳренӗ. Мишăпа Толя ывăлӗсем çемье ӗçне малалла тăснă, çăматă маçтăрӗсем пулса тăнă… 

Василий Павлович Литта (1937) 12 çул тултарсанах колхоз ӗçӗнче вăй хума тытăннă, çăматă ăсталама вӗреннӗ. Ку ӗçе вӗренме Кивӗ Тимушкелӗнчи Петӗр пиччӗшӗ патне велосипедпа çӳренӗ. Çавăн чухне Пухтелӗнчен Тимушкелӗнчи вăтам шкула вӗренме килнӗ Нина Беловăпа паллашнă. Хит­ре те йăрăс пӳллӗ каччă хӳхӗм ­хӗрупраçа юратса пăрахнă. 

1957 çулхи чӳк уйăхӗнче Василий Павлович салтака кайнă, савнă хӗрӗ ăна кӗтсе илме сăмах панă. Хӗсметрен таврăнсан 1961 çулхи кăрлач уйăхӗн 8-мӗшӗнче Нинăпа пӗрлешнӗ. Çамрăк мăшăр Çӗнӗ Паланлăрах пурăннă. Çӗнӗ кин малтан ялти клуб заведующийӗнче, унтан лавккара сутуçăра ӗçленӗ. Аслă ачисем пуçламăш шкулта пӗлӳ илнӗ. 

1970-мӗш çулсен пуçламăшӗнче Василий Павлович хăйӗн çем­йипе Нурлата куçса кайнă. Нумай çул хулари тӗп котельнăйра пысăк яваплă кочегар ӗçӗнче вăй хунă, каярахпа сахăр заводне куçнă, платник ӗçне пурнăçлама тытăннă. Мăшăрне, Нина Васильевнăна, апат-çимӗç  комбинатне ӗçе илнӗ. Унта хатӗр продукци склачӗн заведующийӗнче 20 çул кал-кал ӗçлесе тава тивӗçнӗ. Килӗштерсе пурăнса вӗсем пилӗк ача çуратса ӳстерсе пурнăç çулӗ çине кăларнă. Кӗçӗн ывăлӗ Вова Маргарита Валерьяновна Кузнецовăпа çемье çавăрнă. Вӗсем юратупа килӗшӳре икӗ ывăл ӳстереççӗ…

 

Кӗмӗл волонтерсем

2022 çул ятарлă çар операцийӗ пуçлансан, пирӗн çӗршывра салтаксене гуманитари пулăшăвӗ парас енӗпе волонтерсен юхăмӗ анлă сарăлчӗ. Ку пархатарлă ӗçе хăйсен çемйипе сакăр вуннăран иртнӗ Василий Павловичпа Нина Васильевна та çанă тавăрсах хутшăнма тытăннă. Вӗсем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтак-ентешсем валли техӗмлӗ курăк чейӗ хатӗрлес ӗçе пуçăннă. Çуллахи вăхăтра пӗтнӗк, матрӳшке, çӗр çырли çеçки, хурлăхан çулçи тата ытти усăллă курăксене пуçтарса типӗтнӗ. Кӗмӗл волонтерсем кашни уйăхра пенси укçипе пине яхăн фильтр-пакет туяннă. Пӗчӗк пакетсене ырă кăмăлпа салтаксене усăллă пултăр тесе пăшăлтатса чей, тӗрлӗ курăксем тултарнă. Хатӗр продукцие «Вкусняшки для Победы» волонтерсен ушкăнӗ урлă салтаксем патне ăсатнă. 

Çак çулсенче Ваççа пиччепе Нина аппа çар çыннисене кирлӗ çӗршер япала ăсталанă. Нина Васильевна кинӗпе пӗрле çӗвӗ машинипе госпитальсем валли тӳшек çиттисем, минтер пичӗсем, алшăллисем, салтаксем валли аялти кӗпе-йӗм çӗлес ӗçе те йӗркелесе янă. Япаласене питӗ нумай çӗленӗ. Ку ӗçе пурнăçлама миçе тӗркем пусма-тавар, мӗн чухлӗ резинка, çип расхутланине шутламан. Пӗр труççи çӗлеме кăна 69 сантиметр пусма кирлӗ пулнă. Труççисен шучӗ пинрен те иртнӗ. Кил хуçи те мăшăрӗнчен юлман, полиэтилен пакечӗсенчен тӗрлӗ тӗслӗ, 4-шар метрлă тӗреклӗ пăяв­сем явнă, волонтерсенчен парса яма тытăннă. Салтаксем тӗрлӗ тӗслӗ пăявсемшӗн Ваççа пиччене чӗререн тав тăваççӗ. Вӗсем маскировка ӗçӗнче калама çук пысăк пулăшу параççӗ, мӗншӗн тесен çӳлтен сăнакан «ка­йăксен» куçне курăнмаççӗ. Салтаксем кант­расене тактика тата хуçалăх тӗллевӗсене пурнăçланă çӗрте усă кураççӗ. Унпа боеприпассене, мас­кировка сеткисене çирӗплетсе çыхаççӗ. Вăл пăяв­сем наçилкке çук чухне аманнă салтаксене хăрушсăр вырăна илсе тухнă самантра та пысăк пулăшу параççӗ. Вӗсем сапёрсене минăсене сиенсӗрлетме те пулăшаççӗ. 

Виçӗмçул Литта çемйине тав ту­ма ятарлă çар операцине хутшăнакан  салтаксем килнех килнӗ. Ваççа пиччепе Нина аккана илемлӗ чечек çыххисем парнеленӗ, «За поддержку СВО» медаль парса хавхалантарнă. 

   

Пётр Литта – Артист

Пётр Игнатьевич Литта 1914 çулта çуралнă. Аслă Аксура пуç­ламăш шкул пӗтернӗ хыççăн Хулаçырминчи çичӗ çуллăх шкулта вӗреннӗ. Тăрăшулăхпа, пултарулăхпа палăрса тăнă. Пиччӗшӗсенчен çăматă тума вӗреннӗ. Шкулта вӗреннӗ чухнех илемлӗ пултарулăх ӗçне хастар хутшăннă, çавна пула юлташӗсем ăна «Артист» тесе чӗнме пуçланă. Ку ят Аслă Аксура йӗкӗтӗн хушма ячӗ пулса юлнă. Петя кӳршӗре пурăнакан тутар ачисемпе пӗрле ӳснӗ, çавăнпа тутарла та ла­йăх калаçнă.

1930-мӗш çулсен пуçламăшӗнче ялта пурăнакан çитӗннӗ çынсенчен çурри ытла вулама та, çырма та пӗлмен. Çавăнпа ял халăхӗн культура шайне ӳстерес ӗçре хут пӗлменлӗхе пӗтересси (ликвидация безграмотности) пӗлтерӗшлӗ тӗллевсенчен пӗри пулнă. Ликбез ӗçне пуçламăш шкулсем илсе пынă. Çак яваплă ӗçе шкулта лайăх вӗренсе пынă Петтăра та явăçтарнă. Ял пурнăçӗ улшăнса пынă май Аслă Аксура икӗ колхоз йӗркеленӗ, вулав çурчӗ, клуб уçăлнă. Çав çулсенче пӗтӗм енӗпе пултаракан йӗкӗте вулав çуртне ерт­се пыма шаннă. Унта вăл вулама пӗлекенсене кӗнеке панă, хаçатри хыпарсене сасăпа вуланă, калаçусем, лекцисем ирттернӗ, тӗш тырă акнă тата пуçтарнă вăхăтра колхоза пулăшнă, тӗрлӗ кружоксем йӗркеленӗ, илемлӗ пултарулăх ӗçне пуçарса янă… 

1934 çулхи март уйăхӗнче çӗршыври Çутӗç Халăх Комиссариачӗ «Колхоз-совхоз театрӗсене йӗркелесси» текен ятарлă Постановлени йышăннă. Унпа килӗшӳллӗн Чăваш Енри пӗрремӗш куçса çӳрекен колхоз театрӗ 1934 çулхи кӗркунне Куславккара уçăлнă. Иккӗмӗш колхоз театр ӗçне 1936 çулхи кăрлач уйăхӗнче Па­тăрьелте пуçарса янă. Виççӗмӗш колхоз театрне Етӗрне хулинче йӗркеленӗ. Вӗсенче Шупашкарта музыкăпа театр техникумӗнче вӗренсе тухнă çамрăксем тата илемлӗ пултарулăхра палăрнă çынсем ӗçленӗ. Тутар Республикинче Чăваш колхоз театрӗ уçасси пирки конкурс ирттернӗ. Унта Çӗпрел районӗ çӗнтернӗ, çавăнпа тăваттăмӗш колхоз театрне 1936 çул Çӗпрелӗнче уçнă. Пиллӗкмӗш Чӑваш колхоз-совхоз театрӗ Пушкӑртри Пишпӳлек ялӗнче, улттӑмӗшӗ 1941 çулччен Ульяновск облаçӗнче ӗçленӗ.  

Çакăн пек лару-тăрура театр ӗçне кадрсем кирлӗ пулнă. Çӗпрел район ертӳçисем хушнипе Литта Петтăрӗ, вулав çуртӗнче ӗçлекен пултăклă йӗкӗт, 1935 çулта Куйбышев хулине вӗренме кайнă. Унта вăл, тăванӗсем каласа панă тăрăх, техникумра режиссерсем хатӗрлекен уйрăмра каçхине вӗреннӗ. Вӗренӳ программи тăрăх хӗлӗхлӗ халăх инструменчӗсемпе калама вӗренмелли, пӗччен тата ушкăнпа юрлама вӗрентекен уроксене те кăмăлтан çӳренӗ. Пӗр çулталăк вӗреннӗ хыççăн амăшӗн куçӗ курми пулнăран килне таврăннă. Кӗркунне ăна Çӗпрелӗнче уçăлнă колхоз театрӗнче режиссер пулăшаканӗ пулма шаннă. Кăшт вăхăт иртсен куçса çӳрекен чăваш колхоз театрӗ Çӗпрелӗнчен Теччӗ хулине, 1939 çулта вара  Аксăва куçса килнӗ. Пётр Игнатьевич режиссерăн «сылтăм алли» пулса тăнă, ытларах сцена çине тухакан артистсемпе ӗçленӗ. Хă­йӗн ăсталăхне кунран кун ӳстерсе пынă, Куйбышев хулинче илнӗ пӗлӗвӗпе анлăн усă курнă, спектакльсенче ăста вылянă, вырăс, чăваш, тутар юррисене куракансен кăмăлне каймалла юрланă, çӗршыври халăхсен ташшисене ташланă, тăмра каланă…

Вăрçă пуçланни тӗллевсене пурнăçланма паман

1941 çулхи июнӗн 22-мӗшӗнче Аксура Акатуй ирттерме палăртнă. Унта валли театр труппи пысăк концерт программи хатӗрленӗ. Анчах та вăрçă пуçланни çинчен çитнӗ усал хыпара пула лартнă тӗллевсем пурнăçланайман. Пуçтарăннă халăх хумханма тытăннă, хӗрарăмсен куçӗсем куççульпе йӗпеннӗ. Çак кун Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Вăрçă пуçлансан колхоз чăваш театрӗ ӗçлеме чарăннă…

Пётр Игнатьевича июнӗн 23-мӗ­шӗнчех Ульяновск пехота училищине вӗренме илсе кайнă, тăватă уйăхран сержант званийӗ панă та Нурлата куçарнă. Унта 51-мӗш уйрăм стрелковăй бригада йӗркелеме пуçланă. Раштав уйăхӗн пуçламăшӗнче Нурлата К.Е.Ворошилов маршал килнӗ. Вăл снабжени ыйтăвӗсене татса пама пулăшнă. Раштав уйăхӗн 6-мӗшӗнче салтаксене, лашасене, çар техникине вакунсем çине тиенӗ. Эшелонсем чарăнса тăмасăр Мускав еннелле çул тытнă. Пуйăссем Мус­кавран 25 çухрăмра вырнаçнă Одинцово станцийӗнче чарăннă. Çар чаçӗ тӳрех çапăçăва кӗнӗ, тăшман каялла чакма тытăннă. 

Мускавшăн пынă хаяр çапăçусенче 1942 çулхи нарăс уйăхӗн 20-мӗшӗнче взвод командирӗн çумӗ Пётр Игнатьевич Литта пӗрремӗш хут аманнă. Саратов хулинчи госпитальте виçӗ уйăх сипленнӗ хыççăн вăрçă вутӗнче пиçӗхнӗ сержанта артиллери разведкин шкулне янă. Унта нимӗçсен тупписем ăçта вырнаçнине сасă тăрăх пӗлме пулăшакан приборсемпе ӗçлеме вӗреннӗ. Малалла 725-мӗш артиллери разведкин дивизионӗнче база начальникӗн тивӗçӗсене пурнăçланă. 

1943 çулхи чӳк уйăхӗнче Белорусси çӗрӗ çинчи Хальч, Станки, Старое Село, Новая Жизнь ялӗсене ирӗке каларнă чухне Пётр Литта аслă сержант хăюлăхпа тата паттăрлăхпа палăрнă. Ноябрӗн 15-мӗшӗнче тăшман артиллерийӗ пенине пула çыхăну линийӗ татăлнă. Пётр Игнатьевич, нимӗçсем пӗр чарăнмасăр вут тăкнине пăхмасăр, çыхăну линине юсанă. Çавăн хыççăн сасă разведкин батарейи ӗçлеме пуçланă, фашистсен батарейи ăçтан пенине тупса палăртнă. Çак координатсемпе усă курса пирӗн артиллери тăшман батарейине тӗп тунă. Харсăр аслă сержанта 1943 çулхи раштав уйă­хӗн 7-мӗшӗнче «Çапăçури тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» («За боевые заслуги») медальпе наградăланă. 

Хăюллă разведчик Украина, Польша çӗрӗсене, Варшава хулине ирӗке каларнă çапăçусене хутшăннă, Одер шывӗ урлă каçнă. 1945 çул ака уйăхӗн 20-мӗшӗнче Бисдорф-Маринсберг чиккинче аманнă юлташне пӗрремӗш пулăшу панă, тăшман персе тăнине пахмасăр, медсанбата илсе кайнă. Ака уйăхӗн 28-мӗшӗнче Бранденбург патӗнче фашистсем татти-сыпписӗр тăкакан вут витӗр зарядка илнӗ аккумуляторсене кирлӗ вырăна илсе çитерсе сасă разведкин батарейине пӗр чарăнмасăр ӗçлеме пулăшнă. Çу уйăхӗн 4-мӗшӗнче Дюберитц патӗнче разведка батарейин командирне нимӗçсем тыткăна илме хăтланнă, анчах та кăлăхах, вӗсен тапăнăвне Пётр Литта хăйӗн автоматӗнчен персе путлантарнă, фашистсен пӗр салтакне тыткăна илсе полк штабне леçнӗ. Çак паттăрлăхшăн хăюллă аслă сержант Хӗрлӗ Çăлтăр орденне илме тивӗçнӗ. 

 

Вутра çунман,

 шывра путман

Вутра та çунман, шывра та путман хастар чăваш каччи хаяр вăрçă вутӗнче тăватă хутчен аманнă, анчах та каялла чакман, госпитальсенче сывалса тухсанах чаçне таврăннă, çӗнтерӳ патне çирӗп утăмсемпе утнă. Вăрçа Берлинта старшина званийӗпе вӗçленӗ, тăван килне 1947 çул таврăннă. Унăн çапăçури наградисем: Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ, «Мус­кава хӳтӗленӗшӗн», «Варшавăна ирӗке кăларнăшăн», «Берлина илнӗшӗн», «1941 – 1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче Германие çӗнтернӗшӗн», «Çапăçури тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» медальсем. Мирлӗ пурăннă çулсенче тата нумай юбилейлă медаль илнӗ. 1985 çулта Аслă Çӗнтерӳ 40 çул тултарнă ятпа ăна Тăван çӗршыв вăрçин I степеньлӗ орденӗпе наградăланă…

Демобилизаци хыççăн Пётр Литта Кивӗ Тимушкелӗнчи биб­лиотекăра тата ял клубӗнче вăй хума тытăннă. Унăн ӗçӗ йăлтах ял-йышпа, çамрăксемпе çыхăннă. Илемлӗ пултарулăх ӗçне пысăк хастарлăхпа хутшăннă. 

Пётр Игнатьевич театрта вăй хунă вăхăтра пӗрле ӗçлекен маттур хӗрпе туслă пулнă. Пӗр-пӗрне чунтан юратакан çамрăксем çырăнма хатӗрленнӗ, анчах вӗсен ӗмӗтне ылханлă вăрçă татнă. Чăваш театрӗ ӗçлеме чарăннине пула хӗрупраç хăй çуралнă Пушкăрт Республикинчи Туймаза районне куçса кайнă, раштав уйăхӗнче хӗрача çуратнă. Хӗрне Людмила ят панă. Люся Октябрьск хулинче пурăннă. Унăн ачисем Таня, Люба, Коля каникул вăхăтӗнче кукашшӗ патне Кивӗ Тимушкелне хăнана килсе çӳренӗ… 

1948 çулта Пётр авланнă, Кивӗ Тимушкел ял Советӗнче секретарь пулса ӗçлекен Валентина Фёдоровна Смирновăпа пӗрлешнӗ. Вӗсен 1951 çулта Валерий ятлă ывăл çуралнă. 

Валя час-часах хăйӗн ӗçӗпе Аксăва çӳренӗ. Вăл вăхăтра, çанталăка пахмасăр, ытларах çуран утма тивнӗ. Шăнса пăсăлнине пула Валентина Фёдоровна вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. 

Иккӗмӗш хутӗнче Петтăр Ульяновск облаçӗнчи Пухтел районне кӗрекен (халь Чăнлă районӗ) Çӗнӗ Улхаш ялӗнче ӳснӗ Клавдия Егоровна Клемендеевăна качча илнӗ. Çемьере 1962 çулта Андрей, 1968 çулта  Марина çуралнă. Клавди тăван мар ывăлне те хăйӗн ачи пекех çывăх курнă. Ашшӗпе амăшӗ ачисене хăйсен чӗре ăшшине панă, ӗçпе пиçӗхтерсе вӗрентсе кăларнă.

Пётр Игнатьевич хăйне шанса панă ӗçне яланах тӳрӗ кăмăлпа, юратса пурнăçланă, ытларах çамрăксемпе ӗçленӗ. Ӗçлекен специальноçӗпе куçăн мар майпа техникумран вӗренсе тухнă.

 

Уяв ирттерессине сӳнме паман

1970 – 1980 çулсенче çӳлтисем чăваш ялӗсенче Уяв ирттерме чарнă. Çапах та Пётр Игнатьевич Кивӗ Тимушкелӗнче Аслă Сӗнчен сулахай енче пурăнакансемпе Уяв ирттерессине сӳнме паман. Çулсеренех вăл ертсе пынипе Троицăра кăнтăрлахи уява пуçланă, Питравра вӗçленӗ. Культура çуртӗнче «Уяв» фольклор ушкăнӗ йӗркеленӗ (вăл ушкăна каярахпа Аркадий Алексеевич Харитонов чапа кăларнă). 

Халăхри талантлă çынсене­ ата­ланма пулăшнă, уйрăмах, ха­лăх инструменчӗсемпе калакансемпе ӗçлеме ӳркенмен. Шăпăрпа (волынкăпа) пысăк ăс­талăхпа калакан Ларион Шуркин шурсухала Хусанти фестивале илсе кайнă, унтан вӗсем Тутарстан Рес­публикин Культура министерствин Дипломӗпе таврăннă. 

Пётр Игнатьевич хăй те тӗрлӗ конкурсра пысăк сатурлăхпа чăваш, тутар, вырăс юррисене юрланă, ташшисене ташланă, кашăкпа, тăмрапа тата гитарăпа илемлӗ кӗвӗсем шăрантарнă. Унăн пархатарлă ӗçне Аксу райо­нӗнчи культура уйрăмӗ, Тутарстан Республикин Культура министерстви темиçе хутчен Хисеп хучӗ, Тав çырăвӗ парса хакланă.

Фронтра пӗр полкра çапăçнă юлташӗсен йыхравӗпе вăрçă ветеранӗ Çӗнтерӳ кунӗ тӗлне пӗрре кăна мар Мускавра тата ытти хуласенче ирттернӗ тӗлпулусене хутшăннă. Пётр Игнатьевича пӗр полкра пулнă юлташӗсем хисепленӗ. Районти, ялти ӗç тата вăрçă ветеранӗсен хушшинче авторитечӗ пысăк пулнă. Час-часах ăна шкулти тӗлпулусене те чӗннӗ, унта ачасене хăйӗн фронтри паттăрла ӗçӗсем çинчен каласа панă. Вăл ялта хисеплӗ çын пулнă, нихçан та эрехпе иртӗхмен, пирус туртман, çак çут тӗнчере 94 çул пурăннă. Хăйӗн ырă ӗçӗпе, вилӗмсӗр паттăрлăхӗпе ял-йыш асне яланлăхах кӗрсе юлнă. 

Хăйӗн ачисемпе мăнукӗсене вăрăм ӗмӗрлӗ, çӗршыва юрăхлă пулма пилленӗ. Аслă ывăлӗ Валерий Беловкăра çуралса ӳснӗ Елена Ивановна Волковăпа пӗрлешсе тăватă ывăл çитӗнтернӗ. Валерий Петрович киномеханик ӗçне алла илнӗ, мăшăрӗ Кивӗ Тимушкел учас­токӗнче ветеринар фельдшерӗн тивӗçӗсене пурнăçланă. 

 

Хастар волонтерсем

Вӗсен аслă ывăлӗ Сергей Совет Союзӗ саланнă çулсенче Украинăра хӗсметре тăнă. Хура тинӗс флотне мӗнле пайланине хăй куçӗпе курнă. Националистсем Украина çарне юлма калаçтарнă. Сергейпе юлташӗсем сутăнман, хăйсем çуралса ӳснӗ çӗре таврăннă. Сергей çемьеленнӗ. Анат Кăтрата хӗрне Нина Алексеевнăна качча илнӗ, ывăлпа хӗр çуратса ӳстернӗ. Ятарлă çар операцийӗ пуçлансан аякран лăпкăн сăнаса тăрайман, волонтер ӗçне хастаррăн хутшăнма тытăннă. Районтан каякан гуманитари пулăшăвӗсене леçме «Морское братство» ушкăнӗн ертӳçипе Анатолий Скворцовпа Луганск, Херсон енне темиçе хутчен пӗрле кайнă. Унта салтаксем ыйтнă тӗрлӗ хатӗрсем, апат-çимӗç, тумтир, адреслă посылкăсем, УАЗ машинăсем леçнӗ. 

Малалла хӗсметре пӗрле пул­нă тӗрлӗ регионти çывăх юл­ташӗсемпе, ытларах Ростов об­ла­çӗнчи волонтерсемпе ӗçлеме тытăннă. 2023 çулта Георгий По­годкинпа иккӗшӗ ятарласа­ пуçтарăнса Херсон тăрăхне кай­­нă, унта Семми позывнойлă хăй­сен ял ачипе тӗл пулса посылкăсем парса хăварнă. Посылкăсенче салтаксене разведка валли питӗ кирлӗ пилотсăр вӗ­çе­кен аппаратсем, электричест­во сӳннӗ вăхăтра усă курмалли аккумулятор «Зубр», шкул ачисем çырнă çырусем, апат-çимӗç, тумтир пулнă. «Зубр» (источник бесперебойного питания) – çутă çук чухне çыхăну аппарачӗсене тата тӗрлӗ электроника техникине пӗр чарăнмасăр ӗçлеттерме кирлӗ прибор-аккумулятор. 

Сергей Валерьевич Литта ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа гуманитари пулăшăвӗ леçме вун пилӗк хутчен кайса килнӗ. Вӗсенчен ытларахăшӗнче хăйӗн машини çумне прицеп кăкарса кайнă. Унта, асăннă япаласемсӗр пуçне, генераторсем, хăма, шурупсем, шуруповертсем, цемент, тимӗр кăмакасем тата салтаксене кирлӗ ытти япаласем леçнӗ.

Андрей Петрович Литта Ульяновск хулинчи чугун çул техникумӗнчен вӗренсе тухнă, салтака кайса килнӗ, çирӗм çул хушши Кивӗ Тимушкелӗнче çыхăну электромеханикӗнче тăрăшса ӗçленӗ. Ашшӗнчен кăçатă пусма вӗренсе юлнă. Йӗкӗт чăваш халăх поэчӗн Н.И.Полоруссов-Шелепин çывăх тăванне, Беловкăра çитӗннӗ Людмила Михайловна Полоруссовăна качча илнӗ. Вӗсем килӗштерсе пурăнса икӗ ывăлпа пӗр хӗр çуратса ӳстернӗ. Аслă ывăлӗ Антон фельдшера вӗренсе тухнă. Хальхи вăхăтра унăн пысăк явап­лă ӗçӗ йăлтах ятарлă çар операцийӗ пыракан çӗре тӗрлӗрен машинăсем леçессипе çыхăннă. 

Андрей Петрович та Украинă­ри салтаксене пулăшас енӗпе йӗркеленӗ волонтерсен ӗçне пысăк хастарлăхпа хутшăнма тытăннă. Андрей икӗ юлташӗпе Василий Николаевпа тата Виталий Сотниковпа маскировка сечӗ çыхакан хӗрарăмсене куллен пулăшса пыраççӗ, окоп çуртисем хатӗрлеççӗ. Ыркăмăллă хӗрарăмсем çыхнă тетелсен шучӗ çӗртен те иртнӗ. Ылтăн алăллă арçынсем 2000 пин ытла окоп çурти туса вăрçă хирне ăсатнă. 

Маскировка сеткисем çыхас ӗçе Людмила Николаевна Филипенко ертсе пырать. Унпа пӗрле ыр кăмăллă çак хӗрарăмсем тăрăшаççӗ: Елена Аркадьевна Тугасева, Зоя Николаевна Макарова, Елена Алексеевна Латышева, Татьяна Алексеевна Роднова, Людмила Аркадьевна Тихонова, Вера Ивановна Тугасева, Вера Илларионовна Николаева, Валентина Михайловна Куприянова, Юлия Павловна Николаева тата ыттисем те. Ял халăхӗ волонтерсен ӗçӗнче кирлӗ таварсем туянма укçа пуçтарас енӗпе, адреслă посылкăсем хатӗрлесе ăсатас енӗпе яланах пысăк пулăшу парса пырать. Волонтерсен çыпăçуллă та тăрăшуллă ӗçӗпе ял хутлăхӗн ертӳçи Полина Мулеева яланах кăмăллă, уйрăмах вăл Андрей Литтан пархатарлă ӗçне пысăк хак парать…

Андрей Петрович юратнă мă­шăр, хастар волонтер кăна мар, юрă, ташă ăсти те. Вăл «Уяв» чă­ваш фольклор ушкăнӗн пайташӗ. Ку ушкăн ӗçне хальхи вă­хăтра Аркадий Алексеевич Харитоно­вăн мăшăрӗ Нина Федотовна ерт­се пырать. 

Кăçалхи пуш уйăхӗнче Аксу ра­йонӗн культура уйрăмӗ район­ти пултаруллă артистсен вăйӗ­пе ыркăмăллăх концерчӗсем йӗркелерӗ. Концертсене Кивӗ Ӳселӗнчи, Кивӗ Тимушкелӗнчи, Саврăшпуçӗнчи, Емелькинăри, Хурашыври, Кивӗ Ипрелӗнчи, Мюдри, Кивӗ Хăяслăри Культура çурчӗсенче кăтартрӗç. Ку ырă ӗç малалла пырать. Пуçтарăннă укçана ятарлă çар операцийӗнче пире хӳтӗлекен салтаксене пулăшнă çӗре яма палăртнă. Кивӗ Тимушкелӗнчи «Уяв» фольклор ушкăнӗн йышӗнче Андрей Литта та пысăк сатурлăхпа концертсене хутшăнать… 

Хамăн очерка Маргарита Литта çырнă йӗркесемпе вӗçлес килет:

…Тӗнчерен уйрăлсан та юлаççӗ

Пархатарлă, мухтавлă ӗçсем.

Тав туса вӗсене асăнаççӗ, 

Ӗмӗре юлччăрах çырнисем.

 

Аркадий МИХАЙЛОВ-ЮМАРТ.

Сăнӳкерчӗк Литта çемье архивӗнчен.      

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев