Хăтлав пирӗн ялта иртнӗшӗн савăнтăмăр
«Суварпа» эпир нумай çул туслă çыхăну тытатпăр. Хаçатра пире пӗтӗмпех килӗшет! Вӗрентӳпе культура темисемпе çырнă статьясем кăмăла каяççӗ. Хăйсен ӗçӗнче çитӗнӳсем тăвакан çынсем çинчен вулама та питӗ юрататпăр. Хамăр ял çынни пулнăран ял хуçалăхӗнче тăрăшакансем çинчен çырнă материалсене те кӗтсех тăратпăр. Паллах ӗнтӗ, хамăр ялсем пирки çырни уйрăмах чӗрешӗн çывăх.
«Сувар» – питӗ ырă та кирлӗ кăларăм. Хаçат ӗçченӗсене пурне те творчествăра пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр. Интереслӗ темăсем тупăнсах тăччăр çырма.
Акă ку номерте шăпах пирӗн ялта пулнă пысăк мероприяти çинчен çырнă «Суварта» – «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнекен хăтлавӗ пирки. Ăна «Сувар» хаçат редакцийӗ пирӗн ялти Культура çуртӗнче ноябрӗн 24-мӗшӗнче ирттерчӗ.
Эпир çак мероприяти шăпах пирӗн ялта иртнишӗн çав тери савăнтăмăр. «Сувар» хаçат ӗçченӗсене, хамăрăн паттăр ентешӗмӗрӗн – Раççей Геройӗн Михаил Марцевăн ашшӗпе амăшне чӗререн тав тăватпăр. Михаил Николаевич пирӗн ентеш пулнипе питӗ мăнаçланатпăр!
Лидия КАРАЕВА.
Теччӗ районӗ, Çармăс.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев