Хисеплĕ вĕрентекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!
Сире чĕререн професси уявĕпе – Учитель кунĕ ячěпе саламлатпăр!
Учитель профессийĕ чи сумлă та хисеплĕ, чи кирлĕ профессисенчен пĕри. Вĕрентекенсем ачасене тарăн пĕлÿ, тивěçлě вопитани параççĕ, вĕсене ĕçлеме тата шухăшлама, хăйсем тĕллĕн йышăну тума, пурнăç çулне суйласа илме пулăшаççě.
Пĕрремĕш вĕрентекен - каши çыннăн асĕнче. Вăл панă ырăлăхпа пĕлÿ кашнине пурнăçри пĕрремĕш утăмсене тума пулăшать.
Тивĕçлĕ канури педагогсене уйрăммăн тав сăмахĕ калас килет. Эсир хăвăрăн ырă канашăрсемпе çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хыватăр.
Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, пысăк çитĕнÿсем, ăнăçу сунатпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев