Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Хӗлхем» — лауреат

Çӗпрел чăвашӗсен ансамблӗ «Балкыш» фестивале хутшăнчӗ


Çӗпрел чăвашӗсен ансамблӗ «Балкыш» фестивале хутшăнчӗ

Апрелӗн 25-мӗшӗнче Хусанти патшалăх филармонийӗнче ветерансен хушшинчи VII «Балкыш» республика фестивалӗ иртрӗ. Кăçал мероприятие çулланнă çынсене пӗрлештерсе тăракан обществăлла организаци 35 çул тултарнине халалланăччӗ. 

Фестивале хутшăнакансене ТР Ветерансен регионти обществăлла организацийӗн председателӗ Хабир Иштиряков, ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗн çумӗ Адель Мубаракшин саламларӗç. Вӗсем Тутарстанри çулланнă çынсем интереслӗ, тулли пурнăçпа пурăннине, çамрăксемшӗн тӗслӗх пулнине, республикăн аталанăвне пысăк тӳпе кӗртнине палăртрӗç. 

Фестивале Çӗпрел районӗнчи «Хӗлхем» халăх ансамблӗ те хутшăнчӗ. Ăна ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Людмила Сердцева ертсе пырать. «Хӗлхем» ку фестивале кашни çулах хутшăнса пысăк çитӗнӳсем тăвать, кăçал та лауреат ятне тивӗçрӗ. Çавăн пекех уйрăммăн юрласа Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Культура çурчӗн директорӗ Наталья Макарова та лауреат пулса тăчӗ. 

«Хӗлхем» коллективӗ «Балкыш» фестивале хутшăнма майсем туса панăшăн, пулăшнăшăн Çӗпрел районӗн администрацине, культура уйрăмне тата Ветерансен канашне чӗререн тав тăвать.

Геннадий КАРСАКОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль