Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Холокостран шар курнисене асăнса

ТР Халӑхӗсен Туслӑх Çуртӗнче «Искусство Холокоста – оружие сопротивления» курав уçӑлнӑ. Ăна Пӗтӗм тӗнчери Холокостран шар курнисене асăнмалли куна халалланӑ.

Куравра виçӗ ӳнерçӗн ӳкерчӗкӗсене тăратнă. Мальва Шалек, Элла Либерман тата Галина Оломуцк хăйсен ӗçӗсенче вилӗм лагерӗсенче пурӑннӑ вăхăта сăнланă. Курма килекенсене тӗлӗнмелле майпа сыхланса юлнӑ ӗçсемсер пуçне, ӳнерçӗсен биографийӗсемпе те паллаштарнӑ.

Курава уçнӑ чухне «вилӗм лагерӗсем» çинчен документлӑ фильм, çавӑн пекех еврей халӑхӗшӗн паллӑ та пӗлтерӗшлӗ событисене кăтартса паракан пултарулӑх номерӗсем те курнă.

Çавӑн пекех еврей халăхӗн çамрăксен клубӗн пайташӗсем «Свет надежды» спектакль хатӗрленӗ. Лагерьте пулнă çынсен асаилӗвӗсене пӗрлештерекен постановкăна çитес вырсарникун, январӗн 26-мӗшӗнче, Хусанта (Профсоюзная урамӗнчи 15-мӗш çуртра) кăтартаççӗ.

Январӗн 27-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери Холокоста пула шар курнисене асăнмалли кун. Çак кун Совет çарӗсем «Освенцим» лагерьне нацистсенчен хăтарнă.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество Холокост