Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хӗрарăм-таксист чи маттурри

«Раççей таксин чи лайăх водителӗ» V конкурса 32 регион хутшăннă.

«Раççей таксин чи лайăх водителӗ» V конкурса 32 регион хутшăннă. Тӗпрен илсен конкурса 2022 çулта пулса иртнӗ темелле, финал турӗ, пӗтӗмлетӗвӗсем кăçал Шупашкарта пулчӗ.  III вырăна Чăваш Ен таксисчӗ Артур Михайлов çӗнсе илнӗ, 50 пин тенкӗлӗх сертификат парса саламланă ăна йӗркелӳçӗсем. II вырăна Курган облаçӗнчен Евгений Пшеничниковтухрӗ.Ăна 100 пин тенкӗлӗх сертификат панă. Пирӗн ентеш Луиза Бадреева чи маттурри пулса I вырăн йышăннă. Ăна кубок, медаль тата Lada Vesta автомобиль, 150 пин тенкӗлӗх сертификат парса чысланă. Луиза Бадреева 1999 çултанпах автоконкурссене хутшăнать, таксире ӗçлеме пуçланăранпа та кăçал 15 çул çитнӗ. Çак конкурсра Тутарстан таксистки пӗртен пӗр хӗрарăм пулнă. «Трасса хӗррипе тăрса тухнă куракансем питӗ хавхалантарчӗç, пулăшрӗç. Пурте маншăн «чирленине» туйса финиша çӗнтерсе çитмеллех тесе тӗв турăм. Çынсем шаннине питӗ тӳрре кăларас килчӗ. Тăрăшрăм, пӗтӗм вăйран çӗнтерме тăрăшрăм», – каласа панă çӗнтерӳçӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ»ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество