Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хӗре шанса пăрахнă

Анат Камăра пурăнакан 26-ри каччă ултавçăсен аллине çакланнă. Нумай пулмасть вăл полицие пулăшу ыйтса пынă. Ăна налог компанийӗнчен пӗр хӗр шăнкăравланă та вăл тӳрех шанса пăрахнă. Çакскер каччăна НДФЛ справкине памалла тесе шантарнă та сообщенипе килнӗ кода калама ыйтнă. Анат Кама çынни турткалашса тăмасăр ыйтнине пурнăçланă.

Тем вăхăтран ăна патшалăх услугисенче харпăр кабинета çӗмӗрни пирки пӗлтерӳ çитнӗ. Çухалса кайнăскер сообщенире кăтартнă телефон номерӗпе шăнкăравланă та шулӗксен аллине кӗрсе те ӳкнӗ. Кусем хăнăхнă схемăпа укçана хăрушсăр шут çине куçарма ыйтса каччăна 1 200 000 тенкисӗр хăварнă. Ку факт енӗпе Раççей ШӖМӗн Анат Камăри управленийӗ уголовнăй ӗç пуçарнă.

«Шедеврум» нейросетьпе усă курса тунă сăнӳкерчӗк

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: безопасность мошенники