Хӗрӗнкӗ пуçа сивӗ шыва чикме асăрханмалла
Шалти вăйлă ӗненӳ туйăмӗ çынсене Кăшарни вакки патне туртать
Ку чухне çан-çурăм лару-тăрăвӗ те, медиксен асăрхаттарăвӗсем те иккӗмӗш вырăна куçаççӗ. Çак кун Тутарстанри чылай ялта ӗненекенсем сăх-сăхса шыва кӗреççӗ. Ятарласа тунă купельсем те çулран çул лайăхланса, илемленсе пыраççӗ. Çынсем шыва кӗрес вырăнсене пачăшкăсем килсе светить туни те кăмăл-туйăма çӗклет. Хусанта пурăнакансем Красная Горка поселокӗнчи Никольски чиркӗвӗ çумӗнчи Атăлти вакра, Тури Кабан кӳллинчи Борисковская урамӗнчи 54 çурт çывăхӗнче, Мирный поселокӗнчи 8-мӗш Давликеевски урамӗнче шыва кӗме пултараççӗ. Çырчаллисем Набережночелнинский проспектри 3 çурт çывăхӗнчи Мелекеска юханшывӗнче, Раскольников урамӗнчи хула пляжӗнче, Свято-Вознесенски Архиерей подворйинчи çăлкуçри, Раифа мăнатырӗнчи купельсене тата пăрпа витӗнмен шывлă Голубое кӳлле çитме май пур.
Кăшарнире шыва тӳрех сикме юраманни çинчен асăрхаттараççӗ медиксем, ачасен аслисемсӗр шыва кӗме юрамасть. Йытăсемпе ытти выльăхсене вак çывăхне яма юрамасть. Купеле варламалла мар, ун çывăхне машинăсемпе килсе ларма та юрамасть. Ӳсӗрле пуçа шыва чикме те асăрханмалла.
Вакра шыва кӗрес умӗн ӳт-пӗве вӗрилентермелле: зарядка тăвăр, кăшт чупса илсен те юрать. Купель патне хăвăрт хывăнакан шуман ура тăхăнмаллипе пымалла. Шыва мăй таран кӗрсен те çителӗклӗ, пуçа йӗпетмесен те юрать. Хăвăра кирлӗ тарăнăша хăвăрт çитме тăрăшăр, ишме кирлӗ мар. Вакра пӗр минутран сахалтарах пулма тăрăшăр. Тухсан тӳрех махровăй алшăллипе сăтăрăнăр та типӗ тум тăхăнăр, ун хыççăн вӗри чей ӗçсен те юрать.
Сăнӳкерчӗкре Пăва районӗнчи Альших ялӗнчи çынсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев